Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе, тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе, тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Канашлу ĕçне тытăниччен, чи малтанах Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ пулма Николай Федорова çирĕплетни çинчен Указа алă пуснине пĕлтернĕ. «Пурсăмăр та пĕрле ĕçлесе регионăн аталанăвне, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов республикăри уй-хир ĕçĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Пасарсенче халăха вырăнти пахалăхлă пахча-çимĕç тата улма-çырла таварĕпе тивĕçтернин ĕç кăтартăвĕпе паллаштарнă. Вырма ĕçне вăхăтра пĕтернĕ уйрăм районсене аса илнĕ. Вĕсем: Улатăрсем, Патăрьелсем, Йĕпреçсем, Каçал енсем, Елчĕксем. Уй-хирсенче çĕр улми пухса кĕртес ĕç те хĕрӳ пынине палăртнă. Ку енĕпе чи ăнăçлă ĕçлекенсем: Шупашкар районĕпе Красноармейски районĕ. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа республикăра Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Канашра, Çĕмĕрле  хулинче пасарсенче ял хуçалăх таварне сутас ĕç активлă пурнăçланнине асăннă. Ватăсене пахча-çимĕçе киле çитиех илсе çитерсе панине каланă. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, пирĕн тăрăхра пахча-çимĕç таварĕсен хакĕ чи пĕчĕк пулнине палăртнă, суйлав хыççăн пасарсенче ял хуçалăх таварĕсене пĕчĕк хакпа сутма пăрахаççĕ текен суя хыпара халăх хушшинче сарнине критиклесе илнĕ. Халăх ним çукран хыпара тĕрĕс мар сарать. Маларах мĕнле ĕçленĕ ярмăрккасем, халĕ те çакăн пекех ĕçлессине çиĕрплетсе каланă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче апат-çимĕçе хĕллене кирлĕ чухлĕ хатĕрлемеллине асăрхаттарнă ертӳçĕсем. «Халĕ таварсене хатĕрлени шăпах та вырăнлă, мĕншĕн тесен чăннипех те ял хуçалăх тавар хакĕ пĕчĕккĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков  хăйĕн докладĕнче 2015-2016-мĕш çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнин ĕç кăтартăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Ку енĕпе республикăра лару-тăру аван пулнине, ĕçсем пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пурнăçланнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри муниципалитетсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене вăхăтра ăшăпа тивĕçтермеллине, çуртсене нимĕнле кăлтăксемсĕрех ăшă ямаллине, тарифсене çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарнă, хаксене сăлтавсăр ӳстерме юраманнине каланă. «Мускав –Хусан» пысăк хăвăртлăхпа илсе çӳретмелли чукун çул ĕçĕ пирки Чăваш Республикин çур-йĕрпе транспорт хуçалăхĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Филиппов тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл каланă тăрăх, çак палăртнă объект Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсем тăрăх иртнине пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне трассăна пĕтĕмпех çирĕплетме май килнине, малалла ĕç проекчĕ пурнăçланнине асăннă. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Çул-йĕрпе  транспорт хуçалăхĕн министерствинче  палăртнă ыйтупа республикăри асăннă муниципалитетсен ертӳçисемпе тĕплĕн пăхса тухса килĕшнине пĕлтернĕ. Палăртнă объект ĕçне республикăра пурнăçлама 138 млрд. тенкĕ кирлĕ пулĕ. Енчен те Чăваш Енре проект пурнăçа кĕрсен строительство ĕçĕнче харăсах 5600 ĕç ĕç вырăнĕ çынсене валли хатĕрленĕ. Пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли чукун çул хута ярас ĕç РФ Президенчĕ    Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрет. Ыйтăва халăха лайăх ăнлантарса памаллине палăртса хăварнă канашлура, проектпа та çынсене тĕплĕн паллашма кирлĕ пек май туса памаллине палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин импорта улăштарассипе Пĕтĕм халăх хушшинче хатĕрлесе тăратнă ятарлă курава Чăваш Ен хутшăнни пирки каласа кăтартнă. Авăн уйăхĕн 15-17-мĕш кунĕсенче Мускавра ятарлă курав ĕçленĕ. Пурĕ куравра 350 компани хутшăннине, вăл шутран Чăваш Енрен 26 предприяти пулнине пĕлтернĕ. Хусанта авăн уйăхĕн 17-19-мĕш кунĕсенче «Чи лайăх вăрман касакан» Раççей Чемпионачĕ иртнине асăннă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енрен кайнă ушкăн хисеплĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçнине пĕлтернĕ, юниорсем хушшинче Андрей Веселицкий çĕнтерӳçĕ ята илнине каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Иванов хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинче авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен цифрăллă телекурав ĕçлесе кайнине, халĕ нимĕнле кăлтăксăрах  тӳлевсăр 20 каналпа тĕрлĕ передачăсем пăхма ирĕк пулнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Канашлу вĕçленес умĕн, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма Иван Моторина лартас пирки «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа, патшалăх деятелĕсемпе канашланине асăннă, унăн кандидачĕпе килĕшнине каланă. Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.   



22 сентября 2015
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter