Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе тĕл пулнă

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе тĕл пулнă. Чи малтанах Михаил Игнатьев Тăвай районĕн çыннисене политика курсне ăнланса çирĕп тытса пынăшăн тав тунă, иртнĕ суйлавра район халăхĕ питĕ активлă хутшăннине асăннă. Çак ĕçе кирлĕ пек тĕрĕс йĕркелесе пырассинче район администрацийĕн пуçлăхĕн те пысăк витĕмлĕх пулнине каланă.  Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хăйĕн сăмахĕнче юлашки çулсенче муниципалитетра çын çураласлăхĕн кăтартăвĕ кирлĕ пек шайра пулса пынине, вилекенсен шучĕ чакнине пĕлтернĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче те лару-тăру аван пулнине каланă. Кăçал нумай хваттерлĕ çуртсенче хутса ăшăтмалли тытăма кашни килте уйрăм йĕркелес ыйтăва туллин татса панине асăннă. Халăх питĕ кăмăллă пулнине, çынсен укçа тӳлесссин хакĕ те 4-4,5 пин тенкĕ пĕчĕкленнине асăннă, халĕ вĕсем вăтамран уйăхне ăшăшăн 800-1000 тенкĕ çеç тӳлеме тивнине савăнса пĕлтернĕ. Муниципалитетра пурăнакансен ырлăхĕшĕн район ертӳлĕхĕ çав тери лайăх ĕçленине палăртнă Михаил Игнатьев. «Хутса ăшăтмалли тытăма харпăрхăй хуçалăхĕ çине куçарассипе лайăх ĕçлекен пĕртен пĕр муниципалитет. Халĕ кашни çын хăйĕн килĕнче газпа хутса ăшăтассине тĕрĕслеме, ăна кирлĕ пек виçепе яма пултарать. Ку чи пахи», - тенĕ Михаил Игнатьев. Владимир Ванерке хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра уй-хир ĕçĕ вĕçленнине, палăртнă плантан чылай ирттерсе пурнăçланине пĕлтернĕ.

 



22 сентября 2015
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter