Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕнче пулнă, унăн ертӳçине Роза Кондратьевăна юбилейпа саламланă

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕнче пулнă, унăн ертӳçине Роза Кондратьевăна юбилейпа саламланă. Пухăннисем умĕнче Михаил Игнатьев сăмах каланă май, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă. Михаил Игнатьев Управленийĕн ертӳçине пысăк тавра-курăмлă ăста специалист тесе хакланă, Роза Алексеевна хăйне шанса панă ĕçе яланах тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăçланине асăннă, Чăваш Енри Пенси фончĕн управленине эффективлă ертсе пынине палăртнă. «Шăпах та, Сирĕн эффективлăхăра пула, Раççей шайĕнче ĕç кăтартăвĕпе Управлени яланах пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Сирĕн паха опытпа паллашма тăтăшах Раççейри ытти регионсенчен специалистсем килеççĕ», - тенĕ регион Ертӳçи.  Чăваш Енре пурăнакан ватăсем Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕн ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Çак кун Роза Кондратьевăна Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн ĕçĕсен управленийĕн   Департамент пуçлăхĕ Анатолий Макушев, Федерацин финанс бюджет асăрхав службин Чăваш Республикинчи  территори управленийĕн ертӳçи  Нина Константинова тата ытти официаллă хăнасем саламланă. Пухăннисем Управленийĕн ĕçĕпе паллашнă, кунта ĕçлекенсене вĕрентмелли ятарлă пӳлĕмсене кĕрсе курнă, видеоканашлу ирттермелли хатĕрсене пăхнă. Тĕплĕнрех 



22 сентября 2015
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter