Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Седовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Седовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче  муниципалитетри суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ çинчен канашланă. Регион Ертӳçи Улатăрта пурăнакансене суйлава хутшăннăшăн, хăйне ырланăшăн, шаннăшăн, уншăн сасăланисене тав тунă. Суйлавçăсем тăратнă ыйтусене малашнехи пурнăçра татса парссине каланă.   Михаил Игнатьев Александр Седова муниципалитетра ытларах тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйту çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ, халăх ыйтнине пурнăçа кĕртме каланă. «Кашни кун кулленхи ыйтусемпе ĕçлесе пымалла. Тăтăшах çынсемпе тĕл пулса калаçмалла, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илмелле. Эсир çар çынни пулнă хăй вăхăтĕнче. Шанатăп, Сире шанса панă ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçласса. Улатăр сăн-сăпатне илемлетсе, пуян йăла-йĕркипе историне, культурине упраса хăварассине, тата ăна ытларах аталантарассине», - тенĕ вăл.  Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Седов Михаил Игнатьева Улатăр хулине аталанма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.



22 сентября 2015
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter