Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валентин Колумбпа тĕл пулнă

 


 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валентин Колумбпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Валентин Колумб муниципалитетăн финанспа экономика лару-тăрăвĕ пирки каласа кăтартнă. Регион Ертӳçи районăн харпăрхăй тупăшне тултарассипе çине тăрса ĕçлемеллине каланă. Тĕлпулу самантĕнче вырма ĕçĕ пирки те сăмах пуçарнă. Муниципалитет ертӳçи уй-хир ĕçне вăхăтра вĕçленине пĕлтернĕ, кĕрхи культурăна та сахал мар акса хăварнине каланă. Михаил Игнатьев районта çитес вăхăтра предпринимательсене бизнесра ял хуçалăхне аталантарма, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе ытларах явăçтарма сĕннĕ.

 



22 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter