Пĕтĕм Раççейри нацисен кросĕ авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче пулать

Вăрттăнлăха халех уçас килмест, анчах та кăçалхи Пĕтĕм Раççейри массăллă старта тухма заявка тăратнă кашни çынна парне кĕтĕ.

«Пĕтĕмĕшле кăçал нацисен кросне 1200 ытла çын тухма кирлĕ», – пĕлтерчĕ Вăрнар  район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче.

«Химик» стадионта строительство ĕçĕсем пынăран, кăçал чупу трасси районти культура çуртĕнчен тытăнса Советски урампа Матросов урамĕсем хĕресленнĕ вырăн таран тата каялла выртĕ. Йĕркелÿ комитечĕ ăмăртăвăн тĕп саманчĕсене тишкернисĕр пуçне хăрушсăрлăха тивĕçтерес, автомашинăсене вырнаçтарас, буфет, вĕри чей ĕçтерессине йĕркелес ыйтусене те пăхса тухрĕ.

Оргкомитет председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов массăллă стартсен кашни тапхăрĕнче яваплă çынсем пулмаллине аса илтерчĕ.

Аса илтерме, Пĕтĕм Раççейри нацисен кросĕ кăçал çак вырсарникун, сентябрĕн 27-мĕшĕнче, пулать. Пирĕн районта сывă пурнăç йĕркин тусĕсем районти культура çурчĕ умне пухăнĕç. Официаллă пай 11 сехет те 45 минутра пуçланать. 12 сехетрен стартсем тытăнĕç.

Заявкăсене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче йышăнаççĕ.

Нацисен кросĕ – сывлăх кунĕ. Унта ăмăртмалла мар, ÿт-пÿ çирĕплĕхĕшĕн районти кашни çын хутшăнма пултарать.

(Вăрнар районĕ)



23 сентября 2015
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter