Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Дорисс-Скан» ТМЯО пулнă

 


 Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Дорисс-Скан» ТМЯО çитсе килнĕ. Асăннă предприяти Шупашкар районĕнче Кӳкеç поселокĕнче вырнаçнă. Чăваш Республикинче Scania маркăллă автобуссем тата йывăр таварсем турттаракан автомашинăсем калăплассипе шведсен пĕртен-пĕр официаллă диллерĕ шутланать. Çак центр 2011-мĕш çулта ĕçлеме пуçланă. Çӳлерех палăртнă техникăсене валли ку предприятинчех ятарлă хатĕрсене те калăплаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине палăртнă. «Эпир яланах предпринимательсемпе тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, пĕрне-пĕри шанса ăнланса калаçнă. Малашне те çакăн евĕр çыхăнусем çирĕпленсе пырасса шансах тăратăп. Эпĕ, регион Ертӳçи пулнă май, бизнес тытăмне тата та вăйлăрах аталанса пыма майсем йĕркелессишĕн тăрăшăп. Чăваш Республикине çĕнĕрен те çĕнĕ инвесторсем килсех тăччĕр, хăйсен бизнесне анлăрах сарса, тĕрлĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыччĕр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.  «Предприятинче çынсене валли 50 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. «Дорисс-Скан» организаци лайăх ĕçлесен район, республика  бюджечĕсене те витĕм кӳрĕ», - тенĕ вăл. Предприяти ĕçченĕсене ăнăçусем суннă. Зденек Петрас Scania сервис центрĕн директорĕ хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун Раççейре çак асăннă компанийĕн ятарлă центрĕсем 60 пулнине палăртнă. Пуласлăхра Атăлçи федераци округĕнче  тата та çакăн йышши центрсене хута яма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Зденек Петрас малашне те çыхăнса ĕçлесси пирки калаçса килĕшнĕ. Регион Ертӳçи предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн,   Scania  маркăллă грузовикăн рулĕ умне хăй ларса, çӳресе пăхнă. Тĕплĕнрех

 



23 сентября 2015
17:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter