Вăрнар районĕ: «Мураты» хуçалăхра çĕрулми пуссинчи ĕçсене пĕрремĕш вĕçлерĕç

«Мураты» хуçалăхра çĕрулми пуссинчи ĕçсене районта пĕрремĕш вĕçлерĕç. Тухăçĕ начар мар – 200 центнер. Уйрăм сортсенчен 300 ытла центнер та тухнă.

«Мураты» кооператив ударлă ĕçленине вырмара та курма тÿр килчĕ – вĕсем 805 гектар çинчи уй-хир ылтăнне те пуринчен малтан çапса тĕшĕлерĕç. Çавăнпах ĕнтĕ кунта пĕтĕм вăй «иккĕмĕш çăкăра» пухса илесси çине хывăнчĕ.

Александр Федоров, Борис Шариков тата Дмитрий Михайлов тытса пыракан «Гримме» комбайнсем виçĕ эрне ăмăртмалла ĕçлерĕç. Çĕрулми лаптăкĕ ку хуçалăхра чи пысăкки: 160 гектар.

Çĕрулми суйлакан комплексра та çак тапхăрта ĕç пĕр самантлăха та чарăнман: уйран кĕрекен чĕртавара суйласа управ валли тата сутлăх хатĕрлесе хунă. Анчах та çĕрулмие хальлĕхе аяккалла сутмаççĕ-ха, тивĕçлĕ хаксем йĕркеленессе кĕтеççĕ.

– «Мураты» хуçалăхра тăрăшакансене пысăк ĕçсене вĕçленĕ ятпа саламланă май çакна каласшăн: кăçал çăкаллă-явăшсем тырпулăн вăтам тухăçĕпе те савăнтарчĕç – 24,3 центнер. Çĕр пулăхне лайăхлатни те кăтартусене ÿстерет, ахăртнех. Çумкурăкпа, хурт-кăпшанкăсемпе, чирсемпе пĕлсе кĕрешеççĕ. Ертÿçисем маттур, ĕçченĕсем тăрăшуллă. Çакă ĕнтĕ ĕç кăтартăвĕн çитĕнĕвĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов.

Хуçалăхра пысăк тухăç паракан «Гала», «Удача», «Ароза» сортсене лартса туса илеççĕ. Мĕнпур ĕçе механизациленĕ. Анчах çын аллисĕр те май çук. Юрать, ял хуçалăх чунĕллĕ çынсем ку тăрăхра пĕтмен-ха. Тăван хуçалăха ĕççи вăхăтĕнче пулăшсах тăраççĕ.

«Мураты» ĕçченĕсем кĕрхисене 280 гектар çинче акса хăварнă, çĕртме тăвассине вĕçлесе пыраççĕ.



23 сентября 2015
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter