Микроçырав пулать

2015 çулхи октябрь уйăхĕн 1–31-мĕшĕсенче федераллă статистика сăнавне – халăх микроçыравне ирттереççĕ.

Асăннă мероприяти халăхăн черетлĕ çыравĕччен çĕршывра пурăнакансен хальхи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе социаллă-демографин уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсене пухма май парать. Çынсене ятран хÿтĕлемелли, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ пулăшу пахалăхне ÿстермелли мерăсене туса хатĕрленĕ чухне вĕсемпе усă курĕç.

Микроçырав единицисене Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ, вĕсене шутлав участокĕсем тăрăх палăртнă.

Пирĕн республикăра 60 участок (хулара – 34, ялта – 26) уçăлать. Вĕсенче 24 пине яхăн çынна е халăхăн 1,9 процентне тишкереççĕ. Кампани республикăри мĕнпур хула-районта иртет, кашнинче суйласа илнĕ 1–3 шутлав участокĕ пулать.

Вăрнар районĕнче халăх микроçырав Мăн Турхан ял тăрăхĕнчи Иртеменкасси салинче, Элмен Сунар, Кушик тата Тĕмпек ялĕсенче вырнаçнă пĕр шутлав участокĕнче ирттереççĕ.

Халăха шута илме тытăннă самант 2015 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче 0 сехетре пуçланать. Ытти çыраври пекех çынсенчен вĕсем ялан пурăннă вырăнта ыйтса пĕлеççĕ. Çакă регистрацие тăнă адреспа пĕр килмесен те пултарать.

Халăх пирки кăтартусене ятарласа вĕрентнĕ çынсем   хăйĕн участокĕнчи списока кĕртнĕ çуртсенчен (маршрут лисчĕ) кашнине кĕрсе тухаççĕ. Çыравçăсене ятарлă удостоверени параççĕ. Асăннă документа паспортпа пĕрле кăтартсан кăна вăйра тăрать. Унсăр пуçне çыравçăн кăвак тĕслĕ портфель, çутăна каялла яракан тата «Росстат» тесе палăртнă браслет пулать. Ыйтăм ирттерекен чăннипех Чăвашстатран янă представитель пулнине 39-78-90 номерпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать.

Çакнашкал мероприятие ирттернин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – Пĕтĕм Раççей халăхĕн черетлĕ çыравĕ вăхăтĕнче кил хуçалăхĕсем тата вĕсен членĕсем пирки кăтартусем пухнă чухне усă курма палăртнă çĕнĕ меслетсене тĕрĕслесе пăхасси. Çыравçăсем ыйтăва планшетлă компьютерсем пулăшнипе ирттереççĕ, кăтартусене электронлă ыйтăм хутне кĕртеççĕ. Сăмах май, унта хуравлаканăн ячĕ-шывне палăртман.

Ыйтăм хучĕсене Росстатăн 2014 çулхи 267-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ, «Хуплашка» (пĕр çуртра пурăнакансем валли) тата «Л» форма. Вĕсен тĕслĕхĕсене Чăвашстат сайтĕнче (chvash.gks.ru) – «Халăх микроçыравĕ» рубрикăра вырнаçтарнă.

(Вăрнар районĕ)



23 сентября 2015
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter