Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланнă, ăна официаллă майпа йышăннă ятпа саламлаççĕ

Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланнă, ăна официаллă майпа йышăннă ятпа Раççей Президенчĕ Владимир Путинран, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти Председателĕнчен Дмитрий Медведевран, Раççей Патшалăх Думин председателĕнчен Сергей Нарышкинран, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕнчен Валентина Матвиенкăран, Раççей ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕнчен Сергей Лавровран, Раççей МЧС ертӳçинчен Владимир Пучковран, Раççей оборона Министрĕнчен Сергей Шойгуран тата та нумай официаллă çынсенчен салам телеграммисем килсе те çитнĕ. Саламсем малалла та курăмлăнах килсе пыраççĕ. Калăпăр, Раççей Федерацийĕн ĕç Министрĕ Максим Топилин хăйĕн саламĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне халăх шанни хăйех пысăк тивĕç пулнине палăртнă, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне çирĕп йĕркелесе пынине асăннă. Ăна пула, республикăра халăхсен пурнăç условийĕн шайĕ ырă енне улшăнса пынине палăртса çырнă. Малашнехи ĕçре ăнăçусем, ырлăх-сывлăх телей суннă. Регион Ертӳçине пысăк тавра-курăмлă ăста Пуçлăх тесе хакланă.   Тепĕр салама «Пĕрлĕхлĕ Раççей»  фракци ертӳçи, РФ Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Владимир Васильев çырнă. «Суйлавра çĕнтерни – халăх çирĕп шаннине çирĕплетет. Сире Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа чунтан саламлатăп. Чăваш Енĕн пысăк должноçне йышăнма çĕнĕрен суйлани - суйлавçăсем палăртнă çула малалла тăсма килĕшнине, пĕтĕм халăх  обществăна аталантарассипе çыхăннă мĕнпур пуçарура Сирĕн майлă пулнине çирĕплетет. Малашнехи ĕçре те ăнăçусем, пĕр-пĕринпе яланах килĕшсе ĕçлемелле пултăрччĕ», - тенĕ çырура. Пĕрле ĕçлекенсем яланах ăнланса, кирлĕ пек чухне пулăшса пыччĕр тенĕ. Михаил Игнатьева  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Валентина Терешкова саламланă. «Эсир çав тери пултаруллă Ертӳçĕ. Чăваш Енре мĕнпур пурăнакансенчен хисепе тивĕçрĕр. Патшалăх ĕç-хĕлĕнче малашне те ăнăçлă ĕçлемелле пултăрччĕ», - тенĕ çырура. Салам телеграмми Раççей Федерацийĕн Пенси Фончĕн Правлени Председателĕнчен  Антон Дроздовран килсе çитнĕ. «Халăх Сире шанни куçкĕретех. Çакăн пек пысăк яваплă ĕçре малашне те çĕнĕрен те çĕнĕ ăнăçусем, хăвăрăн пурнăçăрта та ыррине çеç сунатпăр», - тенĕ çырура. Çĕршыври регион ертӳçисенчен те сахал мар салам телеграммисем килсе çитнĕ.  Тверь облаçĕн Губернаторĕ Андрей Шевелев хăйĕн телеграмминче çапла çырнă: «Суйлав кăтартăвĕ – Эсир тивĕçлĕ пулнине,  халăх Сирĕнпе ĕçлеме кăмăллă пулнине çирĕплетет. Сирĕн опыт, тĕллевшĕн çине тăни, республикăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕлни, конструктивлă тата тĕплĕ йышăнусем тума пултарни регионăн экономикине çирĕплетме, аталантарма, унта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатма пулăшасса пĕлсе тăратпăр. Пĕтĕм чун-чĕререн малашнехи  пысăк ĕçре Сире чи ыррине çеç сунатпăр, Сирĕн çывăх çыннăрсене те ырлăх-сывлăх, телей», - тенĕ çырура. Карели Республикин Пуçлăхĕ Александр Худилайнен Михаил Игнатьева  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланнă ятпа чунтан ырласа çырнă. Регион Ертӳçин халăх хушшинче пысăк авторитет пулнине, ăна пула регион çав тери ăнăçлă аталанса пынине, малашне те Чăваш Республикипе Карели Республики пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕçлессе шанса çырнă. «Суйлавçăсен шанăçĕ Сирĕн ят-сум пысăккине, регион ертӳçинче ĕçленĕ çулсенчи курăмлă кăтартусене çирĕплетет. Сире, хисеплĕ Михаил Васильевич, çирĕп сывлăх, ырлăх, пархатарлă ĕçре çĕнĕ çитĕнӳсем, лартнă тĕллевсене тулин пурнăçлама вăй-хал сунатпăр», - тенĕ çырура. Михаил Игнатьев патне çавăн пекех сумлă постсенчи ытти çынсем, общество организацийĕсен представителĕсем, федераци шайĕнчи компанисен тата массăллă информаци хатĕрĕсен ертӳçисем, ахаль граждансем сахал мар салам телеграммисем янă.

 



24 сентября 2015
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter