Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе черетлĕ ларăва ирттернĕ.  Пухăннисем 2015 çулта тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йĕркелесе ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Марков тĕплĕн каласа кăтартнă. Конкурс кăçал çу уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕччен иртнĕ. Кăçалхи çул конкурса республикăри 20 районпа хула администрацийĕсем хăйсен тăрăхĕнчи тирпейлĕх çинчен материалсем тăратнă. Конкурс членĕсем пурĕ 45 объект ĕçне хакланă, çĕнтерӳçĕсене тупса палăртнă, хавхалантарма укçа-тенкĕ уйăрнă. Чăваш Ен Правительство членĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи IV квартал ĕç планне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи 3-мĕш квартал ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çак палăртнă тапхăрта пурĕ 7 лару йĕркелесе ирттернĕ. Вĕсенче саккун проекчĕсене -18,  постановленисен проекчĕсене 111 пăхса тухнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Иванов  хăйĕн докладĕнче Патшалăх программисем пирки чарăнса тăнă. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене «пĕр чӳрече» меслечĕпе илнĕ чухне халăхсенчен 60 проценчĕн черетре 15 минутран ытлашши  мар тăмалли пирки сăмах пуçарнă.  Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Иванов кăçалхи çул информаци тытăмĕнче патшалăх программисем валли укçа-тенкĕ чакарнине кура, Чăваш Енре кĕнекесем кăларас ĕç кăтартăвĕ пĕчĕкленсе пынине пĕлтернĕ. Енчен те 2016 çулта кăтартăва çакăн пекех хăварас пулсан, ăста специалистсем ĕç вырăнĕсемсĕр тăрса юлас хăрушлăх пуррине палăртнă. Вăл çитес çулта чăвашла тухакан кĕнекесем çине тимлĕх уйăрма ыйтнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва итленĕ хыççăн, тӳрех шухăшпа килĕшнĕ. Регион Ертӳçи чăвашла тухакан кĕнекесем кăларас ĕçре йывăрлăхсем пулмалла марине палăртнă: «Палăртнă ыйту социаллă пĕлтерĕшлĕ. Раççейре чăвашсем халăх шучĕпе пиллĕкмĕш шутланаççĕ. Ку енĕпе палăртнă ыйтупа укçа-тенкĕне 2016 çул валли уйăрмалла», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕн йышăнăвне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Комитет председателĕ Петр Краснов та ырланă. Чăннипех те Чăваш кĕнеке издательстви çав тери лайăх ĕçленине каланă.  Çĕршыври тĕрлĕ куравсенче те хисеплĕ вырăнсем йышăннине палăртнă. Халăх кăмăлланине, тăтăшах вуланине пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен пĕр пек условисем кирек  ăçта та пулмаллине çирĕп каланă. Нумай районсенче Наци радио-телекуравсене пăхманни пăшăрхантарать. 2018 çул тĕлне çак ыйтăва туллин тивĕçтересси пирки Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан майсем пуласси пирки каланă.



24 сентября 2015
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter