Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреçри интернат шкула çитсе килнĕ

 


Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреçри интернат шкула çитсе килнĕ. Унпа пĕрле çулçӳревре Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Иванов, район ертӳлĕхĕ тата ытти çынсем пулнă.   Михаил Игнатьев интернат ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Кунта республикăри 11 районтан сывлăх енчен хавшак ачасемпе хевтесĕр çамрăксем пухăннă. Шкулта вĕсене вĕрентме ятарлă классем уйăрнă, пĕр сăмахпа каласан, пур услови те çителĕклĕ: ăсталăха туптама та пултарулăха ӳстерме те  тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ. Кăçалхи çул Пĕтĕм Раççейри конкурсра та вĕсем çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ.  Тавралăха тирпей-илем кӳртес енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсĕнче вĕсем икĕ хуччен çĕнтерӳçĕ пулнă. Инвалид ачасене вĕрентме интернатра условисене пĕтĕмпех йĕркелесе панă. Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев шкулта ачасем вĕреннĕ вăхăта лекнĕ, вĕсемпе курнăçнă, шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, çĕвĕçĕсен кабинечĕсене пăхса çаврăннă. Ачасем хăйсене шкулта вĕренме килĕшнине Михаил Игнатьева каласа панă, воспитательсемпе вĕрентекенсем те питĕ ырă кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев электроэнергине перекетлеме май паракан шкулти тĕслĕхлĕ хутса ăшăтмалли котельнăй ĕçĕпе те кăсăкланнă. Палăртнă объекта патшалăх программипе килĕшӳллĕн шăпах та хута янă. Объекта пурнăçа кĕртме 13 млн. тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ котельнăй ачасен çывăрмалли уйрăмĕсене, вĕренмелли классĕсене, гаражпа теплицăна хутса ăшăтать, çавăн пекех ăшă шывпа та тивĕçтерет. Объектăн строительство ĕçĕнче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан энергоэффективлă хатĕрсемпе усă курнине палăртнă ертӳçĕсем. Михаил Игнатьев спорт площадкисене пăхса çаврăннă. Ачасен спорт площадкине хута янă. Çак палăртнă объекта пурнăçлама Чăваш Республикин хыснинчен пурĕ 1,2 млн. тенкĕ тăкакланă. Пĕлтĕрхи çул раштав уйăхĕнче çак шкул Ачасене пулăшу паракан Фондăн, ăна пуçараканĕ Наталья Водянова, конкурсĕнче çĕнтерсе ачасене вылямалли ятарлă площадка хатĕрлеме 2,1 млн. тенкĕлĕх гранта çĕнсе  илнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев интернатра ачасене пур енлĕн те аталанса пыма тĕрлĕ майсем пуррине çирĕплетсе каланă. Шкулăн ĕçĕпе ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. «Шкула тирпейлес ĕç малалла та пурнăçланĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан Валентина Березина хăйĕн сăмахĕнче унăн мăнукĕ шăпах та çак шкулта вĕреннине пĕлтернĕ. «Кунта, чăннипех те килти пекех, ырă атмосфера, ĕç ушкăнĕ те питĕ тăрăшуллă», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пек сывлăх енчен хавшак ачасемпе хевтесĕр çамрăксем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. Тĕплĕнрех



24 сентября 2015
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter