Крым Республикинче пурĕ тăватă чăваш автономийĕ йĕркеленнĕ

Çак кунсенче чăваш тĕнчишĕн питĕ паллă пулăм пулса иртрĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче пирĕн республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев туслă çыхăну йĕркелес тĕллевпе Крым Республикинче пулнăччĕ. Çавăн чухне Крым çур утравĕ çинче чăвашсем хăйсен автономине йĕркелесси пирки ку республика пуçлăхĕпе Сергей Аксеновпа калаçса татăлнăччĕ.

Çак ĕçе туса çитерме Чăваш наци конгресĕ те, Крымри чăваш хастарĕсем те хатĕрленчĕç. Вăхăт нумаях та иртмерĕ темелле, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшчен ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев ертсе пыракан пысăках мар делегаци Крым Республикинче пулчĕ.

Малтанах вĕсем Керчь хулине çитсе унти чăвашсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. ЧНК хастарĕсене Хĕрлĕ Чутай тăрахĕнчен çуралса ÿснĕ, чылай çул Керчь хулин çар гарнизонĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Мефодий Матвеевич Мазуркин хапăл туса йышăннă. Валерий Лернидович Клементьев каланă тăрăх, часах Керчь хулинче те чăваш наци культура автономине уçма палăртнă.

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Симферополь хулине Крым çур утравĕнче пурăнакан чылай чăваш пуçтарăннă. Хула Пухăвĕн керменĕнче чăваш юрри-кĕвви, тăван чĕлхепе калаçни янăраса тăнă.

Малтанах Симферополь хулинчи чăваш наципе культура автономине туса хунине протокол çырса çирĕплетнĕ, унăн ертÿçи пулма Николай Сергеевич Пропынина шанса панă. Хыççăнах пĕтĕм Крым Республикин чăвашĕсен пĕрлĕхне туса хурасси пирки йышăну тунă, ертÿçĕ пулма Андрей Васильевич Яковлева çирĕплетнĕ. Вăл Севастополь хулин администрацинче тăрăшать.

Ялта хулинчен чылай чăваш представителĕсем килнине кура, ку хулан чăваш автономи уйрăмне те Симферополь хулинчех туса хунă. Святослав Семенов унăн ертÿçи пулса тăнă.

Йĕркелÿ ĕçĕсене пĕтернĕ хыççăн Крым чăвашĕсем Чăваш наци конгресĕн делегачĕсемпе "çавра сĕтел" ирттернĕ. Унта вĕсем малашне мĕнле ĕçлесси пирки сÿтсе явнă, йышăнусем тунă.

Çапла вара ЧНК пулăшнипе йĕркеленнĕ автономисен шучĕ тĕнчипе çĕре яхăна çитрĕ. Икĕ çул каялла çеç Украина çĕршывне кĕнĕ, халĕ Раççее каялла таврăннă (унччен малтан Севастополь хулинче чăвашсен пĕрлĕхне туса хунине шутласан) Крым Республикинче пурĕ тăватă чăваш автономийĕ йĕркеленчĕ.Ку вăл чăваш тĕнчи анлăланса та сарăлса пынине палăртать, хамăр чĕлхепе культурăсăр тунсăхланă Крым чăвашĕсене пĕрле туслăн ĕçлеме, савăнма май парать.

Çитес шăматкун Крым Республикинчи Балаклава хулине Канаш районĕнчен сумлă делегаци тухса каймалла. Ку район пуçлăхĕпе Владислав Сафроновпа пĕрле предпринимательсем, артистсем Балаклавăпа Канаш районĕ хушшинче тăванлă, туслă çыхăну йĕркелес тĕллевпе аякри çула тухаççĕ.

ЮТВ телеканал пултарулăх ушкăнĕ хальхи вăхăтра Крым Республикинчи чăвашсем çинчен телекăларăм ÿкерет.Вĕсен телепрограммисене çитес вăхăтра пăхма май пулĕ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
24 сентября 2015
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter