"Пӗр­ле­хи вӑйпа эпир Чӑваш Енри машинӑсем тӑвакан комплексӑн унчченхи чапне чӗртсе тӑ­рат­ма кӑ­на мар, ӑна ҫаплах аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне те кӑларма пултарӑпӑр", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 


Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти агрегат завочĕн Культура çуртĕнче Машинăсем тăвакан отраслĕн ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Савăнăçлă уяв мероприятие пуçличчен чи малтан Михаил Игнатьевпа пĕрле пухăннă хăнасем ятарласа хăйне евĕр тракторсенчен хатĕрлесе тăратнă куравсене пăхса çаврăннă.  Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче  Чăваш Енри машинăсем кăларакан отраслĕн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. 2014 çулта çак асăннă тытăмра 40 пин ытла çын ĕçленине, 100 млрд.тенкĕлĕх таварсем калăпланине  палăртнă, кăтарту çулран çул ӳссе пынине каланă. Хальхи вăхăтра çĕршывра импорт таварсенчен хăтăлас тĕлĕшпе предприятисемпе организацисенче таварсен пахалăхне ӳстерсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çакна Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Владимир Аврелькин та палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Еншĕн машинăсем тăвакан отрасль яланах тивĕçлĕ пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Чăваш Енри маши­нăсем тăвакан предприятисен таварĕсене Раççейĕн чылай реги­онĕн­че, çа­вăн пекех ют çĕршывсенче те лайăх пĕлнине, ытларах вĕсен ăнăçулăхне пула республика промышленность производствин ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕ куçкĕретех хăпарса пынине каланă.  Промышленность тракторӗсен завочӗ, Шупашкарти агрегат за­вочӗ, Г.А. Иль­енко  ячӗллӗ  «Элара»  наукӑпа  производство комп­лек­сӗ,  Шупашкарти эле­ктро­ап­парат завочӗ, Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ про­изводство пӗрлешӗвӗ евӗр пы­сӑк предприятисем республикӑри промышленность тата ӑслӑлӑх пурнӑҫӗн цент­рӗ­сем шутланаҫҫӗ. Конкуренци  вăйланать тата унпа пĕр вăхăтрах таварсене вырнаçтармалли рынока палăрмаллах анлăлатма май уçăлать. Машинăсем тăвакансен професси ăсталăхĕпе пысăк  явап­лăхĕ тата ĕçе чунтан парăнни  вĕсене отрасль  вăй-хăвачĕпе тухăçлăн усă  курма пулăшасса, вĕсем туса кăларакан таварсем вара  «хак–пахалăх» тĕ­лĕшĕн­чен ют çĕр-шывсенчи тавар туса кăларакансен чи лайăх тĕс­лĕ­хĕсемпе ти­вĕçлĕн тупăшма пултарасса çирĕп шанса тăрассине уйрăммăн палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Правительство яланах асăннă тытăма пулăшма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Уявра Михаил Игнатьев хисеплĕ ветерансене чун-чĕререн саламланă. Хăйсен пуян опытне çитĕнекен ăрăва парса хăварнăшăн ырланă. 2016 çула республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртма йышăннă. «Эпир яланах ĕçлекен çынна хисепленĕ. Паян тата та хушма пулăшусем кӳме ирĕк», - тенĕ вăл. Савăнăçлă уявра машинăсем тăвакан отраслĕнче тивĕçлĕ ĕçленисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Çак кун уяв ячĕпе пухăннисене Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ – Шупашкар хула Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Ирина Клементьева тата Чăваш Республикинчи суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин саламланă,  çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнӳсем, çи­рĕплĕх тата ырлăхпа телей суннă. Тĕплĕнрех



25 сентября 2015
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter