Кĕрхи ярмăрккана йыхравлатпăр

Пирĕн республикăра ял хуçалăх продукцийĕсем сутассипе "Кĕр парнисем-2015" уйăхлăх пырать. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне хулисенче йĕркелерĕç ăна. Суту-илỹн 40 площадкинче (Шупашкар - 24, Çĕнĕ Шупашкар - 6, Канаш - 1, Çĕмĕрле - 3, Улатăр - 6) сĕнчĕç хăйсем çитĕнтернĕ пахча-çимĕçе ял çыннисем. Пĕр уйăхра 507 тонна çĕрулмипе пахча-çимĕç пурĕ 6283 пин тенкĕлĕх (367,4 тонна çĕрулми - 3726,7 тенкĕлĕх; 105,3 тонна пахча-çимĕç - 1844,0 пин тенкĕлĕх тата ытти ял хуçалăх продукцийĕ 712,5 пин тенкĕлĕх) сутнă. Пур хулара та пенсионерсемпе ветерансене тата инвалидсене илнĕ таварĕсене кил хуçалăхĕсене тỹлевсĕр илсе кайса панă. Уйăхлăх Чăваш Енре октябрĕн 18-мĕшĕччен пырать. Пахча-çимĕç çитĕнтерекенсене сутмалли вырăнсемпе тỹлевсĕр тивĕçтереççĕ.

Пирĕн районта та ку енĕпе аван ĕçлеççĕ. Çак вăхăталла çулленех Тăвай енре кĕрхи ярмăркка ирттереççĕ. Кăçал вăл сентябрĕн 26-мĕшĕнче, район центрĕнчи культура çурчĕ умĕнче пулать, уяв 11 сехетре пуçланать. Кĕрхи ярмăркка - питĕ интереслĕ мероприяти. Унта ялсенче пурăнакансем тĕрлĕ çимĕç, улма-çырла йывăççи çитĕнтерессипе, япаласем тăвассипе пухнă опытпа пĕр-пĕрне паллаштарма пултараççĕ. Хресчен фермер хуçалăхĕсен, ЯХПК-сен ĕç тухăçлăхне курса ĕненĕç тата вĕсем. Пурне те ку шăматкун Тăвай ялĕнче пулакан кĕрхи ярмăрккана йыхравлатпăр.

В.ВАСИЛЬЕВ.(Тăвай районĕ)



25 сентября 2015
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter