Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Республикӑри машинӑсем тӑвакан отраслӗн  хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сирӗн професси уявӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑн­са­мӑр!

Чӑваш Еншӗн машинӑсем тӑвакан комплекса аталантарасси яланах тӗп вы­рӑнта пулнӑ. Промышленность тракторӗсен завочӗ, Шупашкарти агрегат за­вочӗ, Г.А. Иль­енко  ячӗллӗ  «Элара»  наукӑпа  производство комп­лек­сӗ,  Шупашкарти эле­ктро­ап­парат завочӗ, Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ про­изводство пӗрлешӗвӗ евӗр пы­сӑк предприятисем республикӑри промышленность тата ӑслӑлӑх пурнӑҫӗн цент­рӗ­сем шутланаҫҫӗ.

Машиностроени паян унчченхи евӗрех Чӑваш Ен экономикин ӳсӗмӗн локо­мотивӗ шутӗнче, ҫавӑн пекех вӑл интенсивлӑ аталанакан тата инновациллӗ тех­ноло­ги­сене ӗҫе кӗр­текен хутлӑх та.

Чӑваш Ен Правительстви отрасле ҫирӗппӗн аталантарма, пысӑк тех­но­­ло­гил­лӗ, конкурен­т­лӑ ҫӗ­нӗ машиностроение техника тӗ­­лӗ­шӗн­­чен пуянлатассине тата ҫӗ­нетес­си­не тӗпе хурса йӗркелеме лайӑх майсем тӑвать. Респуб­ли­кӑра произ­вод­ст­вӑна диверсификацилемелли политика ӑнӑҫлӑн пурнӑҫ­ла­нать, ӑслӑлӑхпа тачӑ ҫы­хӑннӑ предприятисем, пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗр­ке­ленеҫҫӗ, импорта улӑ­ш­тармалли таварсем туса хатӗрлесе кӑларасси хас­тар­лӑн йӑлана кӗрсе пы­рать.

Машинӑсем тӑвакан промышленноҫра 2015 ҫулта элект­ронлӑ компонент­сем, ради­опа телевидени тата ҫыхӑну валли аппаратура туса кӑларасси самаях ӳсни палӑрать.

Отраслӗн хисеплӗ ветеранӗсем, ҫӑмӑл мар ырми-канми ӗҫӗршӗн тата хӑ­вӑ­рӑн паха опытӑрпа пӗлӗвӗре ҫамрӑк ӑрӑва панӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тунине йы­шӑн­самӑр.

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсем яла­нах хӑйсен умне лартнӑ тӗл­лев­­сене пурнӑҫлас шутпа пӗ­тӗм вӑя пуҫтарма пӗлнипе палӑрса тӑнӑ. Шанатӑп: пӗр­ле­хи вӑйпа эпир Чӑваш Енри машинӑсем тӑвакан комплексӑн унчченхи чапне чӗртсе тӑ­рат­ма кӑ­на мар, ӑна ҫаплах аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне те кӑларма пултарӑпӑр.

Мӗнпур машиностроителе ҫирӗп сывлӑх, телейпе ӑнӑҫулӑх, Чӑваш Респуб­ли­кин ыр­лӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

     Пуҫлӑхӗ                                                                                                        М.Игнатьев



25 сентября 2015
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter