Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕт туса илекенсен Наци союзĕн правленийĕн председателĕпе Андрей Даниленкопа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн агропромышленноç политикин Комитечĕн ертӳçипе, сĕт туса илекенсен Наци союзĕн правленийĕн председателĕпе Андрей Даниленкопа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Палăртса хăваратпăр, Андрей Данилеко Чăваш Ене официаллă визитпа килсе çитнĕ, «Сĕт фестивалĕ – 2015» мероприятине хутшăнĕ. Михаил Игнатьевпа Андрей Даниленко сĕт туса илес тытăма аталантарасси пирки сӳтсе явнă, сăмаха май Раççейре сĕт 8 млн. тонна çитменнине асăнса хăварнă. «Пуласлăхра сĕт тирпейлессипе ĕçлес текенсемшĕн çулсем уçă», - тенĕ  регион Ертӳçи. Андрей Даниленко Ертӳçĕн сăмахĕсемпе килĕшнĕ, палăртнă ыйту чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Чăваш Енре сĕте кирлĕ пек тирпейлеççĕ. Республика тавара туса илессипе яланах çӳллĕ шайра тăрать. Фестивале йĕркелени вара регионшăн çеç мар, çĕршывшăн та çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă сумлă хăна.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă мероприятийĕн тĕллевĕ – çынсене пахалăхлă апат-çимĕç çине ытларах тимлĕх уйăрма вĕрентесси пулнине каланă. «Нумай çул пурăнас тесессĕн, паха апат-çимĕçпе, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсемпе усă курмалла», - тенĕ Ертӳçĕ. «Чăваш Енре ачасене экологи енчен паха çимĕçпе тивĕçтересси çӳллĕ шайра пулса пырать. Вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасене вĕри апатпа апатлантараççĕ. Столовăйсенче хатĕрсем те хальхи пурнăç таппипе тӳр килеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, шкулсенче ачасене пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ», - тенĕ регион Ертӳçи.  Юлашки виçĕ çул хушшинче ачасем чирленĕ тĕслĕхсен шучĕ чакни те куçкĕретех. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Андрей Даниленко çапла каланă: «Региона Михаил Игнатьев ертсе пыни çав тери паха. Вăл пĕтĕмпех ял хуçалăх енĕпе çыхăннă ыйтусене тĕпрен пĕлсе тăрать. Республикăра сĕт тирпейлессипе курăмлăн ĕçлеççĕ, кăтартусем те çӳллĕ шайра», - тенĕ вăл. Андрей Даниленко ял хуçалăх енĕпе ĕçлекенсене тăтăшах витĕм кӳмеллине, Раççей Ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев сĕт тирпейлессипе ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕпе ытларах тивĕçтерме майсем тупасси пирки ырă хыпара каланă, наци рынокĕнче ял хуçалăх таварĕсемпе ĕçлекенсене çирĕппĕн аталантарса пыма майсем йĕркеленессине палăртнă. Тĕплĕнрех

 



27 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter