Чăваш Ен Пуçлăх Михаил Игнатьев Шупашкарти пысăк Пăр керменĕн ĕçĕпе паллашнă

 


Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăх Михаил Игнатьев Шупашкарти пысăк Пăр керменĕн ĕçĕпе паллашнă. Кунта ăсталăха туптакан спортсменсемпе курса калаçнă. «Чебоксары Арена» Пăр керменне кăçал çĕртме уйăхĕнче хута янă пулнă. Паян кунта палăртма кăмăллă, халăх йышлăн çӳрет, спортсменсем те хăйсен ăсталăхне кулленех çирĕплетме çӳреççĕ. Аса илтеретпĕр: спорт учрежденийĕ ирхине 8 сехетрен пуçласа çурçĕрчченех ĕçлет. Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол», спортăн ытти енĕпе пултарулăха тупткансем объекта çав тери нумайăн çӳреççĕ. Тĕрлĕ хоккей клубĕсем арендăна та илсе паллă вăхăтпа усă курса хăсен кăмăлне тултараççĕ. Хула çыннисем вара кану кунĕсенче пĕр вĕçĕмсĕр конькипе ярăнма çӳреççĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кун шăпах та тренировка пынă вăхăта лекнĕ, спортсменсемпе курнăçнă. Вĕсем Михаил Игнатьев çакăн пек пысăк объекта хута яма витĕм кӳнĕшĕн чĕререн ырласа тав сăмахĕсем каланă, вĕсем пĕр сăмахпа палăртсан çав тери хытă хĕпртенĕ. Пăр керменĕнче пур условисем те çителĕклĕ пулнине палăртнă «Сокол» командăри хоккеистсем. Нумай функциллĕ Пăр керменĕн строительство ĕçне  2011 çулта тытăннă пулнă. Унăн хакĕ 1,6 млрд.  тенкĕпе танлашать. Кунта харăсах 7,5 пин куракана вырнаçтарма май пур. Тренерсемпе спортсменсем валли условисем çителĕклĕ, чи пахи курма пыракансем валли те харпăр хăй автомашинисене вырнаçтарса лартма ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Тĕплĕнрех

 



27 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter