Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Мельников «Наци кросĕ -2015» спорт уявĕн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ спорт уявне Чăваш Енрен 60 пин ытла çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине асăннă. 12 çул хушшинче кун пек çитĕнӳ пĕрремĕш хут пулнине палăртнă  Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Мельников. Спорт уявĕ питĕ çӳллĕ шайра иртнине пĕлтернĕ. Обществăра йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илмен, спортра айăпланнисем пулманнине ырă хыпара каланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăх суйланă ертӳçĕсен спорта хутшăнмаллине асăрхаттарнă. Вĕсен хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарса тăмаллине палăртнă. Вăл çакăн пекех Чăваш Ен федераци шайĕнче спортпа туслă чи вăйлă регион ятне ахаль мар çĕнсе илнине каланă. Тен çавăнпа та пулĕ, паян спорта ытларах та ытларах çӳремелле. Хамăрăн ӳсĕме çухатма юраманнине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Филиппов кăçалхи çул 8 уйăх хушшинче çулсем çинче пулнă аварисен тĕслĕхĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, çулсем çинче аварисен, вĕсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ те пĕчĕкленнĕ.  Пурĕ çак асăннă тапхăрта республикăра 1014 инкеке шута илнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 16,7 процент чухлĕ сахалланнă. Кăçал аварисенче пурĕ 144 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 1404-шĕ инкексенче аманнă. Сăлтавĕсем те куçкĕретех. Çынсем çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнманни сисĕннине палăртнă министр тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Филиппов. Çулсем çинче инкексем ан пулччăр тесе сахал мар ĕç пурнăçланине асăннă вăл. Инкек ан пултăр тесе асăрхаттару паллисене, çулсене пĕтĕмпех тирпейлесе çитернĕ. Ĕçсене пурнăçлама 48 млн. тенкĕ тăкакланă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла  Самойлова çулсем çинче пулнă инкеке лекнĕ çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернин ĕç кăтартăвĕпе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, вăхăтра çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине кура, инкекре вилекенсен шучĕ чакнине асăннă. Нумай чухне васкавлă пулăшу киличченех, çынсем йывăр аманнине кура, вилсе кайнă тĕслĕхсем пăшăрхантарнине пĕлтернĕ Алла Самойлова. Михаил Игнатьев çулсем çинче йĕркене пăсакансене çирĕп явап тыттармаллине асăрхаттарнă. Çулсем çинчи хăш-пĕр вырăнти ĕçсемпе регион Ертӳçи кăмăлсăрланнă. Калăпăр, Çĕрпӳ районĕнчи тата Калинина урамĕнчи кĕпер сарас ĕç кăтартăвĕсем ăна канăçсĕрлетнĕ. Палăртнă объектсенче ĕçе тăсса ямалла марине, унсăрăн халăх тăтăшах кĕçех ыйтусем тăратма пултарнине асăннă Ертӳçĕ. Алла Самойлова республикăра çывхарса килекен Ватăсен кунне  халалласа ятарлă акци пуçланассине пĕлтернĕ. Республикăра пур районсемпе хуласенче те ятарлă мероприятисен планне çирĕпленĕ, ăна тĕпе хурса ĕçсене йĕркелесе ирттерме палăртни пирки асăннă. Республикăра «Ветерансене чечексем» ятлă акци те ирттерессине ырă хыпара пĕлтернĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путинăн салам çырăвĕсене ятарлă ушкăнсем ветерансем патне илсе çитерессине каланă. Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан керменре ветерансем валли чаплă тӳлевсĕр концерт, кунсăр пуçне республикăри театрсенче те тĕрлĕ куравсем, шкулсенче ачасемпе аслă çулсенчи ватăсемпе тĕлпулусем йĕркелесе ирттерме палăртнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çак кунсенче пĕр ватă та тимлĕхсĕр юлмалла марине çирĕппĕн каланă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов республикăри уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă. Вырма ĕçĕсем пĕтĕмпех вĕçленнине, хальхи вăхăтра уйра çĕр улмине пухса кĕртессипе  ял ĕçченĕсем тăрăшнине палăртнă.  Ăна та çитес вăхăтрах пĕтĕмпех вĕçлессине каланă. Палăртма кăмăллă, кăçалхи çул çĕрулми пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах тухни савăнтарать. Енчен те пĕлтĕр 145 пин тонна çимĕçе пухса илнĕ пулсан, кăçал кăтарту 200 пин ытла тоннăпа танлашать. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



28 сентября 2015
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter