Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче депутатсем Иван Моторина Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателӗ пулма уйӑрса лартнипе килӗшнине ҫирӗплетнӗ

 Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр иккĕмĕш сессийĕ иртнĕ. Ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан, Чăваш Ен Пуçлăхĕн представителĕ Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма тăратнă Иван Моторин кандидатпа тĕплĕн паллаштарнă. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Президиумĕн членĕсемпе палăртнă ыйтăва пăхса тухнă пулнă, пурте килĕшнĕ. Унсăр пуçне Иван Моторин тĕрлĕ партисен ертӳçисемпе тĕлпулусем те ирттернĕ. Калăпăр, паян Иван Моторин  Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн представителĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче депутатсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратнă. Вĕсем çак пысăк должноçри малашнехи ĕç планĕпе кăсăкланнă.  Кăнтăрла вăхăтĕнче Иван Моторин КПРФ, «Справедливая Россия» фракци членĕсемпе те курса калаçнă. Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче Иван Моторин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕ пулса вунă çул патнелле яхăн ĕçленине асăннă.  «Иван Моторин хăйне тивĕçлĕ профессионал тесе кăтартма пултарчĕ. Вăл çакăн пекех Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин йĕркелесе тытса пыракан управлени кадрсен резервĕнче. Малашне те унăн паха ĕç опычĕ Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусене эффективлă татса пама пулăшасса шанатпăр», - тенĕ Юрий Васильев. Иван Моторин хăйĕн докладĕнче республикăн 2010-2014-мĕш çулсенчи социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки чарăнса тăнă. Пуласлăх валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕ бюджет политикин эффективлăхне ӳстерессипе çыхăннине пĕлтернĕ. Çĕнĕлле проектсене пурнăçа кĕртесси çине тимлĕх уйăрнине каланă. 2010-мĕш çултан пуçласа Чăваш Республикин промышленноç производствин индексĕн калăпăшĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен самай пысăкрах пулса пынине палăртнă. Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма питĕ лайăх условисем йĕркелесе панине асăннă. 2010-мĕш çулхипе танлаштарсан, 2014 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнес тытăмĕ ӳсни куçкĕретех. Юлашки пилĕк çул хушшинче агропромышленноç комплексне модернизацилеме 10 млрд. тенкĕлĕх инвестици хывнă, 195 проекта пурнăçа кĕртнĕ, çынсене валли 620 пысăк ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕ. «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн тĕп тĕллевĕ - çитес пилĕк çул хушшинче Чăваш Республикин экономикине ӳстерсе пырасси. Мĕнпур ресурcсемпе май килнĕ таран туллин усă курасси. Регионăн бюджетне  кризис тапхăрĕнче тĕрĕс шайлаштарасси. Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче  Иван Моторин. Ăна  депутатсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă: вĕсем - Чăваш Ен бюджечĕн тупăш пайне ӳстересси, Улатăрти шыв ыйтăвĕ, Шупашкар хулинчи строительство ĕçĕсем, республикăна тата хуласемпе районсене инвестици явăçтарасси тата ыттисем те. Хыççăн депутатсем Иван Моторин кандидатне  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма вăрттăн сасăланă. Кăтарту савăнтарать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Моторин Иван Борисовича Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ  пулма кандидата ырланă, уншăн пурте тенĕ пекех сасăланă, йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхне тăратма килĕшнĕ. Тĕплĕнрех



29 сентября 2015
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter