Михаил Игнатьев Ульяновск хулинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев йĕркелесе пынă канашлăвăн ĕçне хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ульяновск хулинче ĕçлĕ çулçӳревре пулнă. Унта вăл Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев йĕркелесе ертсе пынă ларăва хутшăннă. Пухăннисем шыв ресурсĕсемпе усă курассин эффективлăхне, оборонăпа промышленноç комплексĕнче организацисемпе предприятисенче кадрсемпе тивĕçтерес ыйтусене пăхса тухнă. Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче Атăлçи федераци округĕшĕн шыв ресурсĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Атăл шыв тăрăхĕпе Раççейри ял хуçалăх производствисем 50 процент, 45 процент патнелле промышленноç предприятийĕсем тӳрремĕнех çыхăннине каланă Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич. Сăмаха май тата тепĕр пысăк ыйту пирки те чарăнса тăнă. Çутçанталăк климат условийĕсене пула, шыв сахалланса юлнине палăртнă. Юханшывсенче шыв шайĕ куçкĕретех пĕчĕкленсе пыни сисĕнет. Çакă шăпах та йывăрлăх кăларса тăратнине палăртнă вăл. Йывăр транспортсем автомашина çулĕсемпе çӳреме пуçлаççĕ, çулсен пахалăхне юрăхсăра кăлараççĕ. Юлашки пиллĕк çул хушшинче çул-йĕре тирпейлеме 3 млрд тенкĕ тăкакланине палăртнă.  Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ытларах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Шывсемпе çыхăннă йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан, вĕсемпе çийĕнчех ыйтăва çирĕп пăхса тухмаллине асăрхаттарнă. Раççей Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев хăйĕн докладĕнче çĕршывăн экономика аталанăвĕ те экологи хăрушсăрлăхĕ те пĕтĕмпех  шыв ресурсĕсемпе пĕлсе эффективлă усă курнинчен нумай килнине палăртнă. Канашлура Раççей Федерацийĕн министерствисен представителĕсем, округри регионсен ертӳçисем, Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн членĕсем тата та ытти официаллă çынсем калаçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче шыв ресурсĕсемпе усă курас ĕçре эффективлăха ӳстерессипе йышăннă мерăсем пирки каласа хăварнă. Чăваш Ен Атăл тата Сура юханшывсемпе ытларах усă курнине палăртнă. Федераци йышăннă «Таса шыв» тĕллевлĕ программăна Чăваш Ен активлă пурнăçа кĕртсе пынине каланă. 2010-мĕш çултан пуçласа çак программăна тĕпе хурса пурĕ 150 çухрăм шыв сечĕсене хута янине асăннă. Республикăри 12 ял тăрăхĕнче объектсем çĕклесе лартнă. 2014 çулта Çĕрпӳ  хулинче Çавал шывне юхтарса каясран асăрхакан ятарлă сооружени те çĕкленĕ. Çуркуннехи шыв-шур юхăмĕн тапхăрĕнче пĕр пин çынна шыв илсе каясран 203 га лаптăк йышăнакан ятарлă объект хута янă. Çак пур ĕçе те пурнăçлани юханшывсенче шывăн пахалăхне упраса хăварма май панине палăртнă Михаил Игнатьев. 2013-мĕш çултипе танлаштарсан, 2014 çулта шывăн пахалăхĕ пысăкланни те куçкĕретех. Ыйтăва  тĕрлĕ специалистсем те çирĕплетсе панине асăннă вăл.  Шыв объекчĕсемпе çыхăннă ыйтусене эффективлă татса парас тесессĕн, Чăваш Республикинче федераци шайĕнче патшалăх учрежденине йĕркелесе ярсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳçĕ. Шупашкарти шыва упрама ирĕк паракан  объекта 68 метр тăршшĕ хăпартнă шыв та актуаллă ыйтусене татса пама сахал мар витĕм кӳнине палăртнă вăл.



29 сентября 2015
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter