Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн VI суйлаври пĕрремĕш ларăвне хутшăннă

 


Авăн уйăхăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн VI суйлаври пĕрремĕш ларăвне хутшăннă. Мероприятине Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, хулари пысăк предприятисен ертӳçисем, социаллă тытăмра вăй хуракансем, МИХче ĕçлекенсем, хула Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсем, Шупашкар хулин хисеплĕ çыннисем тата та нумай официаллă хăнасем пуçтарăннă. Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков хула çыннисене тата депутатсене Шупашкар пурнăçĕшĕн активлă хутшăнса витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева хула пурнăçĕпе çыхăннă проектсене пурнăçлама пулăшнăшăн чĕререн тав тунă.  Регион Ертӳçи Шупашкарта пурăнакансене суйлав вăхăтĕнче хăйне шанса, уншăн сасăланăшăн тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионта суйлав питĕ пысăк ăмăртупа иртнине палăртнă. Кашни партирен çынсем хăйне евĕр, пурин валли те пĕр пек условисем йĕркелесе панине асăннă Михаил Игнатьев. Аса илтеретпĕр, иртнĕ суйлавра пурĕ çичĕ партирен кандидатсем пулнă: Единая Россия, Справедливая Россия, Коммунисты России, КПРФ, ЛДПР, Яблоко тата Патриоты России парти членĕсем хутшăннă пулнă. Пур суйлав округĕнче те «Единая Россия» парти çĕнтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ малашлăхра пысăк ĕçсем кĕтнине палăртнă. Чăваш Ен тата Шупашкар хулине аталантарассишĕн пурин те тăрăшса эффективлă ĕçлесе пымаллине каланă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттересси, шкулсем хута ярасси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне модернизацилесси, çул-йĕр инфратытăмне тĕпрен çĕнетсе улăштарасси тата та нумай çивĕч ыйтусене те çитес çулсенче татса пама тимлĕн ĕçлемелли пирки пĕлтернĕ. Сăмаха май, Михаил Игнатьев 2016 çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлассипе суйлав иртесси пирки аса илнĕ. «Ку хутĕнче суйлава 14 партирен кандидатсем хутшăнма пултараççĕ, çавăнпа та питĕ тимлĕн ĕçлемелле. Эффективлă тăрăшса ĕçлесен çеç халăх шанăçне çĕнсе илме пулать», - тенĕ вăл. Торжествăлла мероприятире ĕçре хастарлăхпа, уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



29 сентября 2015
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter