Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канашра «Чун юрлать» аслă ăрури çынсен фестивальне хутшăннă

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канашра «Чун юрлать» аслă çулсенчи ветерансен пултарулăхĕн  VII-мĕш фестивальне хутшăннă. Мероприятинче унпа пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова тата Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов пулнă.    Регион ертӳçи фестивале пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, ветерансен пултарулăхне пысăка хакланă. «Çакнашкал мероприятисене кура, çынсем ытларах та ытларах тăван çĕршыва, тăван çĕре юратма пуçлаççĕ», - тенĕ вăл.  «Чăвашсем нихăçан та никампа та хирĕçмен, яланах пĕр-пĕринпе килĕшӳре, ăнланура пурăннă. Чăваш Ен Правительствин тĕллевĕ – çак ырă тĕслĕхе малашне те упраса хăварасси, республикăра обществăлла политика лару-тăрăвне те çирĕп тытса пыма пулăшасси», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикинче ĕç ветеранĕ ята илме ĕç стажне пĕчĕклетнине кура, регионта 41 пин çын пулăшусене тивĕçнĕ. Уява килнисем умĕнче калаçнă май, Михаил Игнатьев республикăра 2014 çулта Шупашкарта Раççейри пенсионерсен пĕрремĕш Спартакиади иртнине асăннă.  Спорт ăмăртăвĕсенче Чăваш Ен ушкăнĕ хисеплĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнине пĕлтернĕ. «Аслă çулсене пăхмасăрах, эпир Раççейри регионсене спортпа мĕнле туслă пулнине кăтартса патăмăр. Ытти регионсенчен килнĕ хăнасенчен, ватăсенчен тав сăмахĕсем нумай илтрĕмĕр. Чăваш Ен – спортпа туслă регион тесе пурте пĕр сасăллă пулчĕç. Хăнасене пирĕн республика питĕ килĕшнĕ. Çынсем савăк кăмăллă пулни, вĕсене ытларах та ытларах хавхалантарса янă. Ку питĕ аван, региона инвестици явăçтарма та пулăшĕ»,- палăртса каланă республика ертӳçи. Палăртнă уяв вĕçленес умĕн, Михаил Игнатьев Канаш районĕпе Канаш хулинче пурăнакансене - Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнисене,  удостоверенисем парса чысланă. «Чун юрлать» фестиваль кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртнĕ, ăна «Чăваш Енĕм савнă тăван килĕм» девиз ячĕпе ирттернĕ. Мероприятине йĕркелеме пулăшаканĕсем: хула тата районти пенсионерсен канашĕн обществăлла организацисен уйрăмĕсем, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Канаш тата Канаш районĕнчи Управленийĕ пулнă.    Тĕплĕнрех



03 сентября 2015
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter