Ватăсене пулăшасси - пирĕн тивĕç

Аслă ăру çыннисене пур енлĕн пулăшасси - Чăваш Енре мĕнпур пурăнакансен тĕп тĕллевĕ. Чăваш Енре ватă çынсене пулăшу пама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен пысăкланать, пенси виçи ỹсет, ятран паракан социаллă программăсем пурнăçланаççĕ.

Паянхи кун Хĕрлĕ Чутай районĕнче 2175 ĕç ветеранĕ 1082 тенкĕ илсе тăрать, 157 тыл ĕçченне 1027 тенкĕ уйăратпăр, 39 реабилитаци çыннине - уйăхсерен 2591 тенкĕ. Каласа хăварасшăн, 9 уйăх хушшинче çак çăмăллăхсемпе тивĕçтерме 31 млн та 439 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех сахал тупăшлă пенсионерсене кил-çурт хутса ăшăтнăшăн субсидипе тивĕçтерме тăрăшнă. 2015 çулта субсиди валли 1 млн та 321 пин тенкĕ социаллă пулăшу уйăрнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕпе килĕшỹллĕн июнь уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята арçынсене 42 çул та 6 уйăх, хĕрарăмсене 37 çул та 6 уйăхран кая мар ĕç стажĕ пулсан пама пуçларĕç. Паянхи кун районта 315 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ, унсăр пуçне тепĕр 25 çын "Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ" удостоверение алла илнĕ. Чăнах та, ĕç ветеранĕсен хисепĕ ỹсни савăнтарать. 257 вăрçă участникĕпе салтак арăмне хăтлă хваттерсем туянма е çурт лартма сертификатсемпе тивĕçтернĕ. Паянхи куна социаллă пулăшу виçи 1 млн та 90 пин тенкĕпе танлашать.

Юлашки вăхăтра 90, 95 тата 100 çул тултарнă ветерансене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн саламлă Çырăвĕсене çуралнă кунĕсенче çитерсе панă. Кăçалхи 9 уйăх хушшинче 30 çынна сумлă юбилейсемпе чысланă. Палăртса хăвармалла, Хĕрлĕ Чутай районĕн-че 100 çултан иртнĕ 2 ветеран пурăнать: Шулю ялĕнчи Евгения Анисимовна Тунейкина (1913 çулта çуралнă), Утаркассинчи Евдокия Михайловна Михатайкина (1915 çулта çуралнă). Районта 90 çултан пуçласа 100 çул тултарнă 124 сумлă ветеран пурăнать, 80-90 çултисем - 910.

Хисеплĕ ветерансем, эпир сирĕн умăрта пысăк парăмра, çавăнпа та кулленхи пурнăçра ырлăхпа илем кỹресси пирĕн тĕллев. Шăпа пилленĕ кун-çул сукмакĕ сирĕн ялан вăрăм пултăр, чăрмав-тумхах çулсем айккипе юлтăр, мĕн ĕмĕтленни яланах пурнăçланса пытăр.

(Хĕрĕ Чутай районĕ)

 



30 сентября 2015
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter