Чăваш Ен Правительствин çĕнĕ структурине сӳтсе явнă

 


Паян, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Моторина Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне уйӑрса лартни ҫинчен калакан  Указа алă пуснă. Çак кунах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Михаил Игнатьев Иван Моторина кăтартуллă ĕçлесе пыма сĕннĕ. «Суйлавçăсем пире шаннине палӑртрӗҫ. Пирĕн çак шанăçа тӳре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлемелле, ӳсĕме чакарма юрамасть. Пирĕн мĕнпур организацисемпе, предприятисемпе, тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче тăрăшакансемпе, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансемпе регионăн экономикине пĕр тан тикĕс аталантарса пырас тесессĕн, вĕсемпе килĕшсе ăнланса ĕçлеме тăрăшмалла, хамăр çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ĕçлĕ канашлу вăхăтĕнче Иван Моторин Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен çĕнĕ тытăмне йĕркелекен документпа паллаштарнă. Унпа килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн икĕ çумĕ пулать, вĕсем тĕрлĕ министерствăсен ĕç-хĕлне тишкерсе тăрĕç. Малашне Чăваш Республикин министрĕсем вице-премьер тивĕçĕсене пурнăçламĕç.   Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинчен Ӗҫлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви туса хума  палăртнă. Малашне ҫавӑн пекех Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ӗҫ министерстви пулĕ. Чăваш Республикин чĕрчун тĕнчин йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан патшалăх службине пӗтерсе хума, унӑн тивĕçĕсене Чăваш Республикин Çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерствине пама палăртнă. Чăваш Республикин Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствинчен  Чăваш Республикин Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕ йӗркелеме сӗннӗ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ палăртнă çĕнĕлĕхсемпе килĕшнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Республикин Пулăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильев 2016 çул тĕлне патшалăхăн граждан служащийĕсен шутне 10 процента çити чакарассине пӗлтернӗ. «Патшалăх тивĕçĕсене сахал йышпа та туллин пурнăçлама пулать, енчен те кашни çын хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçласан. Енчен те кам та кам хăйĕн должноçĕнчен каяс тет вĕсене хăйсен квалификацийĕсене кура ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме тăрăшăпăр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май  Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



30 сентября 2015
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter