Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусан хулинчи Венгрин генеральнăй консулĕпе Ференц Контрапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусан хулинчи Венгрин генеральнăй консулĕпе Ференц Контрапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Хусанти Венгрин Генеральнăй консульствин экономика тулашĕнчи ыйтусемпе ĕçлекен представитель Шпиндлер Жолт, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин тата Раççей МИД Чулхулари Представительствин Шупашкарти уйрăмĕн ертӳçи  Александр Погодейкин хутшăннă. Венгри Консулĕ Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхне пулма суйланнăшăн ырласа саламланă. «Хусан хулинчи Венгрин Генеральнăй консульстви  Раççей Федерацийĕнчи регионсемпе  экономика, культура, тата ытти енпе те тачă çыхăну тытса ĕçлеме тĕллев лартать», - тенĕ Ференц Контра. Ĕçлĕ канашлу вăхăтĕнче ял хуçалăх, туризм, промышленноç ыйтăвĕсене те сӳтсе явнă. Регион Ертӳçи малашне те Чăваш Енпе Венгри хушшинчи çыхăну çирĕпленсе çеç пырассине шантарса каланă. Чăваш Енре суту-илӳпе экономика пайĕнче Венгри партнерĕсем те пур. Икĕ республика хушшинче суту-илӳпе промышленноçа аталантарас енĕпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне те алă пусса çирĕплетнине палăртнă Пуçлăх. Тĕплĕнрех



30 сентября 2015
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter