Регионăн инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ. «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли чукун çул ĕçĕ пирки, Чăваш Республикинче инвестици проектне пурнăçласси çинчен Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Филиппов тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл çак палăртнă проект регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, республикăн экономикине аталантарса пыма витĕм кӳрессине палăртнă. Чăваш Республикинче асăннă объект Етĕрнере, Муркашра, Шупашкар районĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пулĕ. Чăваш Республикипе çак палăртнă объектсене хута ярасси пирки ĕç хутне те килĕшнине каланă. 118 çухрăм çула йĕркелесе хута яма 130 млрд. тенкĕ кирлĕ пулĕ. Проекта пурнăçланă чухне çынсене валли 5600 ĕç вырăнĕ хатĕрленессине пĕлтернĕ министрăн тивĕçĕсене пурнăçлакан. Проекта пурнăçа кĕртес ĕçпе Шупашкарти тракторсем кăларакан завод,  «Промтрактор-Промлит», «ЭЛАРА» заводсем, çул-йĕр строительствин пайĕ тата ыттисем те кăсăкланнă. Енчен те объекта хута ярсан харăсах çынсене валли 680 ытла ĕç вырăнĕ тупăнĕ. «ЭЛАРА» тата «Экра» предприятисем ВСМ ĕçне кирлĕ пулма пултаракан хăйсен таварĕсем пирки каласа кăтартнă. Çӳлерех асăннă районсен ертӳлĕхĕсемпе çĕр ыйтăвĕсене те пĕтĕмпех татса панă. «Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене пĕтĕмпех пăхса тухмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче Раççей Федераци регионĕсем хушшинче инвестицине явăçтарас енĕпе йĕркелесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă регион шутне кĕнине палăртнă.    Республикăра чăннипех те бизнеса аталанса пыма пур майсем те пур. Кăна пĕр хуччен çеç мар бизнесменсем хăйсем те çирĕплетсех каланă. Предпринимательсем харпăр хăй пурлăхне регистраци витĕр кăларма майсем ансатланнине палăртаççĕ. Паянхи кун йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – предпринимательсем тĕрĕслев ĕçĕсемпе кăмăлсăрланни. Тепре чухне патшалăх пулăшăвĕсем пирки предпринимательсем сахалтарах хыпарсене пĕлни сисĕнет. Çакна кура Экономика министерствинче халăхпа тĕл пулма ятарлă ĕç ушкăнĕсене йĕркелеме йышăннине пĕлтернĕ министрăн тивĕçĕсене пурнăçлакан.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительствин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – регионта инвестици хывма кирлĕ пек условитсем çителĕклĕ таран йĕркелесе парасси пулнине çирĕппĕн каланă. «Бизнес-пĕрлешӳсемпе тăтăшах тĕл пулса калаçмалла», - тенĕ вăл. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма каланă.  Ларăва пухăннисем çул-йĕр картти тата ытти ыйтусем тавра та тĕплĕн калаçнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех

 

 



30 сентября 2015
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter