Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулма Николай Федорова çирĕплетнĕ


Раççей Федерацийĕн  Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулма Николай Федорова паян, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Федераци Канашĕн 378-мĕш ларăвĕнче суйласа лартнă. Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Николай Васильевич Федорова Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенчен Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ пулма уйăрса лартни çинчен Указа авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ пулнă.



30 сентября 2015
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter