Хулари Ача-пăча 1-мĕш №-лĕ клиника больницине тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн, пепкесемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн питĕ хăтлă, çав тери кăмăллă

  Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хулари Ача-пăча 1-мĕш №-лĕ клиника больницин ĕçĕпе кăсăкланнă, ăна паян шăпах та тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнă.  Паллă пулăма регион ертӳçипе пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова,  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Юлашки çулсенче республикăра медицина учрежденийĕсене сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă регион ертӳçи. «Чăваш Республикинчи медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма, 5 млрд тенкĕ патнелле уйăрнă.  Пурĕ пысăк технологиллĕ хатĕрсене 2380 единица туяннă.  Çак хатĕрсене кура, медицина ĕçченĕсем çынсен чирĕсене шала каяссинчен малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртаççĕ, вĕсене тĕрĕс диагноз лартса çийĕнчех сиплеме пуçлаççĕ», - палăртнă вăл. Регионта сывлăх сыхлавне аталантарас тĕрĕс политикăна тытса пынипе, юлашки виçĕ çул хушшинче ачасем чирленĕ тĕслĕхсен шучĕ куçкĕретех чакни пурне те савăнтарать. Пĕчĕк пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та пулман, ача çураласлăхĕ ӳсни вара никамшăн та вăрттăнлăх мар, регион асăннă кăтартупа тăваттăмĕш çул ĕнтĕ малтисен вырăнĕнче. «Тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме поликлиникăна республика бюджетĕнчен 5,3 млн. тенкĕ уйăрнă. Эпир ыйтнипе, Раççей Президенчĕ В.В. Путин тата та резерв фондĕнчен 7,5 млн тенкĕлĕх пулăшу куçарнă. Халĕ больницăра медицина ĕçченĕсене, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене валли пур условисем те çителĕклĕ», - палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Аса илтеретпĕр, 2015 çулта Раççейри Ача-пăча поликлиникисем хушшинче хисеплĕ иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ çак учреждени.  Пурĕ РФ 80 субъектĕнчен 1283 учреждени ĕçне хакланă, вĕсенчен Чăваш Енри сиплев учреждени иккĕмĕш, республикăра пĕрремĕш вырăна  тивĕçни пурне те хавхалантарать. Больницăн тĕп врачĕ  Светлана Кожевникова Раççей ертӳлĕхне, Чăваш Ен Правительствине ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене пулăшу кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Эпир паян çав тери илемлĕ çурта кĕтĕмĕр. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа тӳр килет», - тенĕ вăл. Икĕ ача амăшĕ Татьяна Балдашкина больницăра вăй хуракансене ырланă, çурт юсав хыççăн тата та илемленсе пысăкланса кайнине палăртнă. Михаил Игнатьев регистратура ĕçĕпе паллашнă, çуртăн ăшчиккине, ятарлă пӳлĕмсене кĕрсе тухнă, юсав ĕçĕсене тĕплĕн пăхса çаврăннă, строительсен ĕçне те пысăка хакланă. Учрежденийĕнче ĕçлекенсене ăнăçусем суннă, малашне те малти ретре пыма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



04 сентября 2015
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter