Михаил Игнатьев Чăваш наци вулавăшĕнче «Росгосстрах» ТМЯП филиалĕн пĕрремĕш форум ĕçне хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш наци вулавăшĕнче «Росгосстрах» ТМЯП филиалĕн пĕрремĕш форум ĕçне хутшăннă. Мероприятинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Чăваш Республикинчи «Росгосстрах» ТМЯП филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков хăйĕн докладĕнче предприятийĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чи лайăх страхлакан агенчĕсен клубĕ еплерех йĕркеленсе кайни çинчен каласа кăтартнă, клуба филиалăн кашни уйрăмĕнчен чи ăста та пултаруллисем хутшăннине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Росгосстархăн чи ăста агенчĕсене тав тунă, хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн ырласа хăварнă. «Сирĕн эффективлă ĕçĕре пула, Чăваш Енре пурăнакансем  сире шанаççĕ, хăйсен пурлăхне, пурнăçне  вăхăтра страхлаççĕ. Ытти организацисем хушшинче эсир хăвăра лайăх ĕçлеме пултарнине темиçе хут та çирĕплетсе патăр, малтисен вырăнĕнче пыратăр», - тесе çирĕпĕн каланă ырласа Михаил Игнатьев. Нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе хисепе илнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕсене  парса хавхалантарнă. Чи ăста агентсем: Валентина Алаева, Любовь Митрофанова, Надежда Мулгачева тата Елена Яшина. Форум ĕçĕнче Михаил Игнатьев тĕрлĕ ыйтусене хуравсем панă. Пухăннисем ял хуçалăх аталанăвĕ, çул-йĕр, социаллă пулăшусемпе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă регион ертӳçине. Тĕплĕнрех



04 сентября 2015
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter