Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Нефтьпе газ промышленноҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!


        
Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Эсир пи­рӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн тулӑхлӑхӗн никӗсне хывакан эконо­микӑн стратеги пӗлтерӗшлӗ отраслӗн ӗҫченӗсем шутланатӑр.

Топливӑпа энергетика комплексӗн специалисчӗсен ҫӳллӗ шайри ӑста­лӑхне тата кал-кал ӗҫне пула экономикӑн чӑн секторӗнчи мӗнпур от­рас­лӗ, транспорт ҫирӗппӗн ӗҫлеҫҫӗ, пирӗн килсенче те хӑтлӑ та ӑшӑ. 

Паян нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсем мал шухӑшлӑ йышӑ­ну­сене, энерги перекетлекен инновациллӗ технологисене хастарлӑн ӗҫе кӗр­теҫҫӗ, региона топливӑпа энергетика ресурсӗсем ытларах та ытларах кирлине шута илсе продукци конкурентлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.    Вӗсем пирӗн умра тӑракан чи ҫӗнӗ технологиллӗ тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене татса пама хас­тар­лӑн хутшӑнни те ырӑ сӑмаха тивӗҫ.    

Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа эконо­микин аталанӑвне пысӑк тӳпе хыв­нӑшӑн, профессионализмшӑн, лайӑх ӗҫшӗн тата  ӑсталӑхшӑн отрас­лӗн тӗрлӗ ӑрури ӗҫченне чунтан тав тӑватӑп. Хамӑрӑн пурнӑҫа лайӑхрах та хӑтлӑрах тӑвас тесе эпир пӗрле тата та нумай ӗҫ тума пултарассине ҫи­рӗппӗн шанса тӑратӑп.  

Ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур пуҫарурах ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх су­натӑп.   

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха  пурнӑҫлакан                                        М. Игнатьев

 



06 сентября 2015
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter