2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. «Кирек епле профессире те, енчен те хăвăрăн ĕçе юратса пурнăçласан, пысăк çитĕнӳсемпе палăрма пулать», - тенĕ Михаил Игнатьев

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Михаил Игнатьев çитес çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни пирки асăннă, тĕплĕн сӳтсе явнă хыççăн Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Хальхи экономика лару-тăрăвĕнче Чăваш Ене çирĕп аталантарса пырас тĕлĕшпе шăпах та çак ĕç хутне йышăннине палăртнă. «Ĕçлекен çын патне тимлĕх уйăрассине тĕпе хунă. Кирек епле ĕçре те, енчен те хăвăр алла илнĕ профессипе чуна парăнса ĕçлесен пысăк кăтартусемпе палăрма пулать. Тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче, бизнес-пĕрлешӳсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсемпе, тĕрлĕ обществăлла организацисенче çитес çулталăка Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăнса хăварассине пĕрре мар сӳтсе явнă. Пирĕн пĕр тĕллев – обществăра ĕçлекен çынна хисеплеме вĕрентесси. Кашни çын вăл хăйĕн ĕçĕпе çĕршывшăн питĕ кирлине туймалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Чувашрессовпроф»  обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн  председателĕ Анатолий Коршунов палăртнă пуçарăва ырланă. «Эпир çитес çула Ĕç çынни тесе палăртнăшăн питĕ савăнтăмăр. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче хамăрăн ларура ыйтăва пăхса тухнă хыççăн пурте пĕр сасăллă пулса алă çупса йышăнтăмăр», - тесе пĕлтернĕ вăл. Республика ертӳлĕхне Анатолий Коршунов тав тунă, ĕç профессисене хисепленĕшĕн, вĕсен престижне ӳстерме витĕм кӳнĕшĕн ырланă. Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев ĕç çыннине хисеплесси, хăйне евĕр пархатарлă пулнине каланă. «Кирек епле экономика та ĕç çынни çинче тытăнса тăрать. Ĕçлекен çынсем пирки ытларах та ытларах пĕлтермелле. Çак Указ ĕç эффективлăхне ӳстерме пулăшĕ», - тенĕ Вадим Николаев. Чăваш Наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕсен ячĕпе Александр Магарин та 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннине ырланине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри вырма ĕçĕсемпе паллаштарнă. Пурĕ республикипе авăн уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне акса хăварнă мĕн-пур лаптăкран  тыр-пула 85,6 процент пухса кĕртнĕ. Елчĕксем вара 99,3 процент таран уй-хир ĕçне тирпейленĕ. Республикăра çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа ял хуçалăх таварĕсене халăх патне илсе çитерес тĕллевпе ярмăрккасем ирттереççĕ. Палăртнă ĕçе республикăри пур районсемпе хуласем те лайăх хутшăннине пĕлтернĕ министр. Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлава регион хатĕрленсе çитнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çĕнĕ вĕренӳ çулне халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.



07 сентября 2015
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter