Шупашкарта «Советская Чувашия» парнисене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕ - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата унăн тĕп хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт 86 çул çитнине халалласа, «Советская Чувашия» парнисене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Регион ертӳçи Спорт фестивальне хутшăннă, ăмăртусене килнисене саламланă. Михаил Игнатьев çынсене спорт пĕрлештернине, лайăх кăмăл-туйăм парнеленине асăннă. «Чăваш Енре патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри спорт çине тимлĕх уйăрасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма халăха ытларах та ытларах явăçтарасси. Регионта юлашки çулсенче сахал мар спорт сооруженийĕсене çĕклесе лартнă. Спорт мероприятийĕсем те тăтăшах Раççей, регион шайĕнче иртеççĕ. Паянхи кун спорт уявне килнисене ырласа тав тăватăп», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ертӳçĕсем спорта аталантарса пыма питĕ нумай ĕç пурнăçланине асăннă. Кун пек пысăк кăтартусем урăх нимĕнле регионта та  пулманнине палăртнă.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, вăл çапла пĕлтернĕ: « Палăртнă вăхăтпа усă курса, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева пысăк тав калатăп. Сезон вăхăтĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ çăмăл атлетикăпа старта тухма шăпах та Чăваш Енре хатĕрленчĕ. Чăваш Республикинче питĕ нумай спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ, вĕсем пурте пысăк шайра иртнĕ. Нумаях пулмасть Европа Чемпионачĕ иртрĕ. Республика хăнасене чаплă кĕтсе илчĕ, пурне те хăйĕн тараватлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ют çĕршывсенчен килнисем ырă енпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Кун пек лайăх Чемпионат нихăш регионта та иртменнине, вĕсемшĕн чи лайăх ăмăртусем пулнине палăртнă. Вĕсене ырăпа кĕтсе илни те нумайлăхах вĕсен асĕнче юлĕ. Михаил Васильевич, спорта аталантарас тесе питĕ хытă тăрăшать. Республикăра спорт çӳллĕ шайра тăрать. Манăн Чăваш Енре сахал мар юлташсем, вĕсем пурте Чăваш Республикинче хăйсене пурăнма килĕшнине, кунта спортпа аталанса пыма пур условисем те çителĕклĕ таран пулнине çирĕплетсе параççĕ», - тенĕ сумлă хăна. Чи малтан VIP-чупăва ертӳçĕсем тухнă.  Ăмăртура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа пĕрле чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче вăй хуркансем тата та ытти официаллă çынсем чупнă.  Мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă. Çак кун Михаил Игнатьев Андриян Николаевăн палăкĕ умне чечексем хунă. Унпа пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ Леонид Черкесов, «Байконур»,  космодромран килнĕ космонавтсем тата ытти хăнасем пулнă. Тĕплĕнрех 



07 сентября 2015
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter