Губернаторсен Наци рейтингĕн информаципе çыхăну центрĕн тĕпчев кăтартăвĕ тăрăх Михаил Игнатьев хăйĕн позицине çирĕплетсе 21-мĕш вырăна тивĕçнĕ

«Рейтинг» информаципе çыхăну центрĕ хăйĕн кулленхи тĕпчев ĕçне пичетлесе кăларнă. Раççей Федерацийĕнчи регионсен пуçлăхĕсен 2015 çулта утă уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕчченхи ĕç кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ. Малтанхи кăтартусемпе танлаштарсан, ку хутĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев 25-мĕш позицирен 21-мĕш вырăна çитни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, хăйĕн позицине ӳстерни куçкĕретех. Михаил Игнатьев «Рейтинг» ЦИК хаклавне çапла каланă: «Манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри – Чăваш Енĕн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстересси», - тенĕ вăл. "Раççей Президенчĕ Владимир Путин Петербургра иртнĕ экономика  форумĕнче РФ регионĕсем хушшинче Чăваш Ен хисеплĕ тăххăрмĕш вырăн йышшăннине пĕлтерчĕ. Чăваш Енре предпринимательлĕхе аталанса пыма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче тĕнчипе паллă компанисем – Испанирен, Германирен, Серби, Япони, Италирен предпринимательсем ĕçлеççĕ. Паян Чăваш Ене çирĕп партнер пек лайăх пĕлеççĕ. Пиллĕк çул хушшинче пурĕ 100 яхăн пысăк инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртнĕ. Чăваш Ен Экономикине 130 миллиард инвестици хывнă, 12 пин ытла ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ. Çемье, амăшĕпе ачисен  институчĕсене упраса хăварасси çине сахал мар тимлĕх уйăрнă. Кăтарту та пур. Регионта нумай ачаллă çемьесен шучĕ куçкĕретех ӳссе пырать, республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, çынсем 100 çултан та иртсе пурăнни пурне те савăнтарать.  Çулсерен республикăра çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, спорт сооруженийĕсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем хута каяççĕ. Вĕренӳ пайне  6 миллиард ытла хушма укçа-тенкĕ хывнă. Сывлăх сыхлавне модернизацилес программа вăй илсе пырать. Республикăри сиплев учрежденийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ медицина хатĕрĕсене туяннă. Федераци влаçĕ Чăваш Ене ФАП хăпартнин кăтартăвĕпе чи ăнăçлă ĕçлекен сакăр регион шутне кĕртнĕ. Хваттерсем хута ярассипе те Атăлçи федераци округĕнче чи маттуррисен хисепĕнче. Раççейри регионсем хушшинче спорта аталантарассин кăтартăвĕпе малти вырăнта. Чăваш Енре кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Пирĕн регионта ирттерекен спорт мероприятийĕсене ытти регионсенче тĕслĕх вырăнĕнче усă кураççĕ. Чи пахи – Чăваш Республикинче тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе пĕр çемьери пек туслă, ăнланса килĕшӳре пурăнаççĕ. Влаç органĕсенче вăй хуракансен çак çирĕп туслăха упраса хăварассишĕн тăрăшса ĕçлесси. Эпир хамăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса туллин пурнăçланă", - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Республика ертӳлĕхне пысăка хакланăшăн Наци рейтингне хатĕрлекенсене тав тунă. «Хамăрăн çул-йĕре тĕрĕс суйласа илнине тепĕр хут çирĕплетсе патăр. Тата та пысăк кăтартусемпе ĕçлесе пыма хавхалантаратăр. Чăваш Ен пуриншĕн те уçă регион», - тенĕ вăл. «Рейтинг» ЦИК тĕпчев ĕçне хатĕрленĕ чухне ытларах федераци тата регионсен шухăшĕсене тĕпе хунă. Экспертсем ку хутĕнче Михаил Игнатьева Пĕтĕм тĕнчери Экономика форумĕнче Раççейри бизнеса аталантарса пыма витĕм кӳнĕшĕн премине парса чысланине, анчах ĕçлеме тытăнакан çамрăк предпринимательсене аталанса пыма пулăшу кӳнине те, республикăра инвестици климатне лайăхлатнине те пĕтĕмпех шута илнĕ.

 



07 сентября 2015
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter