«Ĕмĕтри çурт» ача-пăча конкурсне пĕтĕмлетӳ тунă

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарта ирттернĕ «Манăн ĕмĕтри çурт» ача-пăча ӳкерчĕкĕсене пĕтĕмлетӳ тунă ятпа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă. Мероприятинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи  Юрий Васильев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АХП генеральнăй директорĕ Николай Угаслов пулнă. «Манăн ĕмĕтри çурт» конкурса «ТУС» АХП филиалĕ «Кетра» йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ - талантлă та пуçаруллă ачасене витĕм кӳресси, çемье пархатарне, йăли-йĕркине, пуянлăхне упраса хăварасси. Конкурса республикăра пурăнакан 320 ача хутшăнма кăмăл тунă. Çĕнтерӳçĕсене виçĕ категорире палăртнă: 4-6; 7-9; 10-12 çултисем. Мала тухнисене чаплă парнесемпе чысланă. Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнисем 300 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Пухăннă хăнасем тĕрлĕ куравсене курса киленнĕ. Конкурса хутшăннă ачасене тата вĕсен ашшĕ амăшĕсене регион ертӳçи саламланă, ачасен мĕн ĕмĕтленнисем яланах пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă.  «Паллах, паянхи кун пурте çĕнтерӳçĕ ята тивĕçмен пулсан та, çапах та малалла та хăвăрăн ăсталăхăра туптама тăрăшăр. Тен тепĕр конкурсра шăпах та паян кам çĕнтерменнисем çĕнтерӳçĕ пулса тăрĕç», - палăртнă Михаил Игнатьев.  Регионта çамрăк пултаруллă ачасене аталанса пыма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ. Республика ачасене хушма пĕлӳ парас кăтартупа Раççейре ăнăçлă ĕçлекен вунă регион шутне кĕнĕ. «ТУС» АХП генеральнăй директорĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче пурнăçра ачасем тĕп вырăн йышăннине асăннă. Республикăра ача çураласлăхĕ куçкĕретех ӳсет, пурнăç лайăхланса пынине шăпах та çак кăтартусем çирĕплетеççĕ, халăх ыранхи куна шанса пурăнать. Вăл çакăн пекех Чăваш Енре юлашки çулсенче ача сачĕсем, шкулсем, çĕнĕрен те çĕнĕ пĕчĕк районсем çĕкленсе пынине асăннă. Чăваш Ене аталанма 130 млрд тенĕ патнелле инвестици хывнă. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева чĕререн тав сăмахĕсем калатăп. Республикăра строительство тытăмне аталанса пыма витĕм кӳрет», - тенĕ вăл.   Конкурс çĕнтерӳçĕсене наградăсем парса хавхалантарнă. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарта пурăнакансем: Анастасия Лаврентьева (6 çулта), Мария Мантула (8 çулта), Антон Васильев (11 çулта)  тухнă, вĕсем 300 пин илме ирĕк паракан сертификата тивĕçлĕ пулнă. Тĕплĕнрех



07 сентября 2015
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter