Çĕр çинче тăнăçлăх хуçалантăр

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Раççейре терроризма хирĕç кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунне паллă турĕç. Паянхи куншăн терроризм тĕнчере чи хăрушă самантсенчен пĕри шутланать. Раççейри кашни çын ăна хирĕç мĕнле кĕрешмеллине пĕлме тивĕç. Чи кирли вара - терроризмран сыхланасси малти вырăнта пулни.

Çак кун Элĕкри тĕп библиотекăра аслă классенче вĕренекенсемпе «Терроризм - çыннăн хăрушлăхĕ» тематика сехечĕ ирттерчĕç. Мероприяти Бесланта пулса иртнĕ хăрушлă трагедие асăнса шăп тăнипе пуçланчĕ. Библиотекарьсем 2004 çулта Беслан хулинче террористсен хăрушă ĕçĕ тата вĕрентекенсемпе воспитательсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Ачасемпе пĕрле терроризма хирĕç епле кĕрешмеллине, унран еплерех сыхланмаллине сÿтсе яврĕç.

Элĕкри литературăпа краеведени музейĕн директорĕ Ольга Алексеева та Элĕк шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасене терроризм, террор тата террорист сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарчĕ. Вăл Раççейре терроризма хирĕç кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунĕ хăçан пуçланса кайнине каласа пачĕ. Ачасем Элĕк питомникĕн ертÿçи Ирина Никифорова йĕркеленĕ «Илемлĕх тĕнчинче» куравпа паллашрĕç, эмел курăкĕсенчен хатĕрленĕ чейпе хăналанчĕç. Ольга Алексеева вĕренекенсене тăнăç пурнăç сунчĕ.



07 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter