Михаил Игнатьев Шуршăлта тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕ - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата унăн тĕп хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт 86 çул çитнине халалласа ирттернĕ митинга хутшăннă

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă. Унпа пĕрле  çул çӳреве Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаева, Александр Никаноров тухнă.  Районта пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен хăтарассипе йышăннă патшалăх программине хутшăнса тивĕçлĕ пулнисене хваттерсен уççисене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă. 2012 çулччен ишĕлекен тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен граждансене урăх вырăна пурăнма куçарас ĕç хастар пырать. Программа темиçе тапхăрпа пурнăçланать. Пĕтĕмпе 2017 çул тĕлне 860 ишĕлекен çуртра пурăнакан 5 пине яхăн çемьене урăх вырăна пурăнма куçармалла. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2017 çул тĕлне çак асăннă программăна пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пĕтерессине палăртнă. Хваттерсен уççисене панă хыççăн, хăнасем пӳртсене пăхса çаврăннă.   Надежда Корнилова çĕнĕ хваттер хуçи хăйне çурт питĕ килĕшнине пĕлтернĕ, пурăнма пур услови те пуррине палăртнă. Хваттер ăшчиккине илемлетесси пирки пысăк плансем тунине пĕлтернĕ вăл. Октябрьски салинче пурăнакансем республика ертӳлĕхне тав тунă, 2012 çулта вăйлă çил-тăвăла пула тӳснĕ инкекре хăйсене пĕччене пăрахса хăварманнишĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă.  Вĕсен хуçалăхсенче вăхăтрах юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ.  «Нумай çулсем иртсе кайнă пулин те, çынсем паян та пире ырăпа асăнаççĕ. Апла пулсан, эпир халăхшăн ĕçлени кăлăхах мар», - тенĕ регион ертӳçи. Шуршăлта тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕ - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата унăн тĕп хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт 86 çул çитнине халалласа ирттернĕ митинга хутшăннă. Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн паттăр ывăлне хисеплесе пухăннă ентешсене тав тунă. «Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Андриян Николаев - чăн-чăн мухтав Çăлтăрĕ. Вăл чăваша тĕнчене кăларнă, чăвашлăхшăн тунă ырă пуçарусен, халăхсен хушшинчи туслă-усăллă çыхăну-хутшăнусен чăн-чăн элчи пулнă», - тенĕ вăл. «Çамрăк çитĕнекен яшсенчен хăшĕ те пулсан космонавт пулĕ, тĕнче уçлăхне вĕçсе çитĕнӳсемпе таврăнасса шанатпăр», - тенĕ вăл. Виктор Горбатко Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре 25-мĕш хут пулнине пĕлтернĕ. «Чăваш Ен хăйĕн паттăр ывăлне хисепленĕшĕн чунтан мăнаçланатăп. Андриян, чăннпех те хисепе тивĕçлĕ. Вăл космонавт анчах мар, чăн-чăн юлташ та пирĕн, тăван çĕршыва, Чăваш Ене чунтан юратнă», - тенĕ сумлă хăна.  Михаил Игнатьева  Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР летчик-космонавтăн медальне парса хисеп тунă. Кун пек медале Чăваш Республикин, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш халăхĕн поэчĕ Валерий Туркай,  «Строительная фирма «Комплекс» ТМЯП директорĕ Валерий Гордеев, РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ Николай Григорьев  тивĕçнĕ. «Восток» космос карапне ăсталама пулăшакансенчен пĕри тĕп специалист  Виктор Благов хăйĕн сăмахĕнче Андриян Николаев виççĕмĕш космонавт пулнине асăннă. «Республика çав тери пĕчĕккĕ. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе,  Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР летчик-космонавта ӳстерсе çитĕнтернĕ. Кунта пĕтĕмпех çирĕп йăхсем. Сирĕн малалла ăнтăлма сăлтавĕ те пур», - тенĕ вăл. Тĕп мероприяти СССР космонавт-летчикĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн Шуршăлти мемориал комплексĕнче иртнĕ. Унăн программи питĕ пуян та анлă пулнă. Хăнасем космонавтăн вил тăпри çине пĕр самантлăха шăплăха тытса чĕрĕ чечексем хунă. Тĕплĕнрех



07 сентября 2015
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter