Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи тата Экономика канашĕ çумĕнчи Банксен канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи тата Экономика канашĕ çумĕнчи Банксен канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Ларăва пуçличчен чи малтан пухăннисене Финансистсен кунĕ ячĕпе саламланă, çак тытăмри специалистсем бизнеспа экономикăна аталантарас ӗҫ ҫине пысăк витӗм кӳнине палӑртнă. «Паянхи куна пирĕн регионта пурĕ 54 банк ĕçлет. Чăваш Енĕн кредит портфелĕ 167,4 млрд. тенкӗпе танлашать. Çак  пысӑк укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех Чăваш Ен ырлăхĕшĕн усӑ кураççĕ, юридически сӑпатсем 92,1 млрд. тенкĕлӗх, пĕчĕк тата вăтам предприни­матель­лӗх субъекчӗсем 31,4 млрд. тенкӗ чухлĕ кредит пулăшӑвӗ илнĕ. Финанс­па экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар пулин те, бизнесра вăй хуракансем аванах аталанса пыраççĕ», - тенĕ регион ертӳçи. Пуласлăх пирки сăмах пуçарнă май, Михаил Игнатьев пысăк хăвăртлăхпа çӳремелли чукун çул магистральне хута ярас ыйтăва хускатнă. Республика экономикине 250 млрд. тенкӗ инвестици килессине, ĕçе вырăнти инвесторсем те, аякран килнисем те кӳлĕнессине пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн Атăл-Вятка Тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи Наци банкĕн уйрăмĕн управляющийĕ  Александр Логвинов Чăваш Енри банк тытăмĕн ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче банк тытăмне Чăваш Ен  бюджечĕ витĕм кӳни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин экономика сферине кредит пайĕ епле пулăшу кӳнине асăннă. Паян респуб­ликăра 222 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх социаллă пĕлтерĕшлĕ 150 инвестици проекчĕ пурнӑҫланать, палăртнă проектсене вӗҫне ҫитерме пур­пĕрех тата 75 млрд. тенкӗлӗх кредит ресурсĕ кирлине пĕлтернĕ министр. Пухăннисем ларура актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. «Химпром» организацийĕн директорĕ Вячеслав Курсаков хăйĕн сăмахĕнче промыш­ленноç предприятийĕсем хăйсем туса кӑларакан таварсен калăпăшне ӳстерсе пынӑ май, банксен пулăшăвне кĕтнине палăртнă. «Ольдеевская» агрофирма» АХП директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова паянхи куна агрофирма пĕр тан лайăх аталанса пынине пĕлтернĕ. «14 гектар йышăнакан теплицăна пĕтĕмпех модернизациленĕ, выльăх-чĕрлĕх комплексĕ те аван ӗҫлет», - тенĕ вăл. Шупашкарти электроаппарат завочĕн финанс директорĕ  Александр Горелов Федерацин 2012 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 275 №-лĕ саккунне 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕртнӗ улшӑнусене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫӗкленӗ. Промышленноҫ предприятийӗсен представителӗсем республика ер­тӳ­лĕхне, банк тытăмĕн пӗрлӗхне асӑннӑ саккуна лайӑхлатас ӗҫре пулăшма ыйтнă. Пухăннисем çакăн пек тĕл пулусем пуриншĕн те усăллă пулнине, вӗсене малашне те тăтăшах ирттерме кирлине палӑртнă. Тĕплĕнрех



08 сентября 2015
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter