Михаил Игнатьев Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Район ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче районăн экономика кăтартăвĕ ырă енне улшăнса пынине пĕлтернĕ. «Харпăр хăй налукне пухассин кăтартăвĕ ӳснĕ, калăпăр, предпринимательсенчен, физически сăпатсенчен тупăш кĕрекен  налук та пĕлтĕрхипе танлаштарсан самай нумайрах пуçтарăнать. Ял хуçалăх валли уйăрнă субсидисем вăхăтра куçаççĕ, бюджет туллин пурнăçланать, районта халăх кăмăллă», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни пирки ыйтса пĕлнĕ. «Çулсерен çĕрсене ĕçлеттерсе яма бюджетран укçа-тенкĕ уйăратпăр. Икĕ çул хушшинче пур çĕре те пусă çаврăнăшне кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнă», - тенĕ район администрацийĕн ертӳçи  Александр Куликов.



08 сентября 2015
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter