Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсенче пулнă

 

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсене ҫитсе килнӗ. Регион ертӳçипе пĕрле ҫул ҫӳревре Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов тата ытти çынсем пулнă. Хӑнасем Пăрачкаври вăтам пĕлӳ паракан шкулта иртнӗ хĕрарăмсен конференцине хутшăннă. Районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Людмила Гаранина хăйсен обществăлла организацийĕн ĕç-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă. Палăртнă организаци çур ĕмĕр каялла йĕркеленнине, унта çĕр ытла хĕрарăм ĕçленине асăннă. Вĕсен организацийĕ сахал тупăшлă çемьесене пулăшу кӳрес, кăмăл-сипет хаклӑхӗсене аталантарас, нумай ачаллă çемьесене пулăшас,  хĕрарăмсене обществăлла ĕçе явăçтарас енӗпе ытларах ĕçленине палăртнă. Людмила Гаранина Михаил Игнатьева «Чăваш Республикин ӗç ветеранĕ» ята илме май паракан ӗҫ стажне пĕчĕклетнĕшĕн чĕререн тав тунă. Асӑннӑ йышăнăва пула районта тата 179 ветеран çак хисепе тивĕçнине пĕлтернĕ. Регион ертӳçи хĕрарăмсене обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн ырланă. Çитес çула Чӑваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палӑртма йышăнни ҫинчен пĕлтернĕ, республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрнине каланă. Ҫавӑн пекех ӗç çыннисене хисеплемеллине палăртнă. «Чăваш Республикин ӗҫ ветеранĕ» ята тивĕçнисене удостоверенисем парса хисеп тунă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Кудеиха салинче Михаил Игнатьев «Киря» пулă ĕрчетекен хуçалăх ĕçĕпе паллашнă. Хуçалăх 2003 çулта пулӑ ӗрчетес енӗпе ĕçлеме Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствинчен лицензи илнĕ. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче хуçалăх хӑй чӑнласах ӑратлӑ пулăсем ĕрчетнине саккунлӑ майпа çирĕплетнĕ. Карпсем ĕрчетес ӗҫе кунта аван йӗркеленӗ, хуҫалӑх республикăри ăмăртусенче те пӗр хутчен мар ҫӗнтернӗ. Пулӑ ӗрчетекен хуçалăх директорĕ Александр Якимов пĕлтĕр 90 тонна карп пӑхса ҫитӗнтернине, кăçал вара ку хисепе 100 тоннӑна ҫитерме шутланине палăртнă. Михаил Игнатьев хуçалăхра вăй хуракансемпе тĕл пулнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравланă. Сӑмахран, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертӳçи пулса ӗҫленӗ Николай Холоднов ЯХПК ĕне витине çĕклесе лартма банкран кредит илнĕ чухне поручитель пулнӑ. Объекта хута янă. Николай Холоднов виçĕ çул каялла пенсине тухнă, лару-тăру йывăрланнă, кредита тӳлеме пăрахнă. Банк халӗ кредит укҫине поручитель пулнӑ ҫынсенчен шыраса илме хӑт­ланать. Хăй вăхăтĕнче ертӳçĕ пулнă çыннăн пӗтӗм пурлăхне арестленӗ. Вӑл хăйне поручительсен шутӗнчен кӑларма ыйтса хирӗҫле тавӑҫ тӑратнине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев ыйту питĕ çивĕч пулнине палăртнă, ҫакнашкал тĕслĕхсем республикӑра татах та пуррине асăннă. Ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă. Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев палăртнă ыйтупа тивӗҫлӗ документсем хатĕрленине пĕлтернĕ. Çак кун Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех Çĕмĕрле районĕнчи активпа та тĕл пулнă, Турхан культура центрĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Пухăннисемпе районта тирпей-илем кĕртес, патшалăх программисене пурнăçлассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Çынсем çул-йĕр, шывпа тивӗҫтерес, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярас ыйтусене хускатнă. Макарин ял поселенийĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова регион ертӳçине ялсенче ФАПсем хута кайнăшăн савăнса чĕререн тав тунă. Канашлура сумлă ветерансене, «Чăваш Республикин ӗç ветеранĕ» ята тивĕçнисене удостоверени, хастарлăхпа палăрнисене наградăсемпе чысланă. Тĕплĕнрех 



08 сентября 2015
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter