Информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» центрĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2015 çулхи июль-август уйăхĕсенчи ĕçне хаклакан тĕпчев кăтартăвĕсене пичетленĕ. Рейтингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене çирĕплетнĕ: 25-мĕш вырăнтан 4 йĕрке çÿлерех хăпарнă - 21-мĕш вырăна йышăннă

Информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» центрĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2015 çулхи июль-август уйăхĕсенчи ĕçне хаклакан тĕпчев кăтартăвĕсене пичетленĕ. Рейтингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене çирĕплетнĕ: 25-мĕш вырăнтан 4 йĕрке çÿлерех хăпарнă - 21-мĕш вырăна йышăннă.

Федераци шайĕнчи политика, тĕн, общество деятелĕсем кĕпĕрнаттăрсен наци рейтингĕнче Михаил Игнатьев позицийĕ çирĕпленнине çапла хак параççĕ:

Константин КОСАЧЕВ, Федераци Канашĕн тĕнчери ыйтусемпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçи:

- Çак ырă хыпара эпĕ Чăваш Енĕн юлашки çулсенче пурнăçланă ĕç-хĕлне тивĕçлипе хаклани тесе йышăнтăм. Чăнах, рейтинга кашни уйăхрах палăртаççĕ, çапах та кунта ÿсĕм паллă вырăнта. Михаил Васильевич Игнатьев çак тата ытти рейтингсенче яланах çÿлелле хăпарса пырать. Çакă республика Раççей шайĕнче нумай кăтартусемпе лайăх еннелле туртăннине, вĕсем Раççейĕн аталанăвĕн нумай вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах пулнине çирĕплетеççĕ. Тĕрĕссипе, республика ют çĕртен пулăшу кĕтсе лармасăр, хăйĕн вăйне, квалификациллĕ кадрсене, ăс-хакăл потенциалне шанса, республикăна çĕнĕ инвестицисене явăçтарма тивĕçлĕ условисем туса парса малалла аталанать. Ман шутпа, йышăну тĕрĕс, тава тивĕç. Çакă республикăра Михаил Васильевич Игнатьев ертсе пыракан çирĕп, вăйлă команда йĕркеленнине çирĕплетет.

Альбир КРГАНОВ, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн ертÿçи, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ:

- Эпĕ çакна тивĕçлĕ хаклав тесе шутлатăп. Общество палати те, ытти органсем те регионсен ертÿçисен ĕç-хĕлне çирĕп сăнаса тăраççĕ. Чи йывăр вăхăтра - ют çĕршывсем Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă тапхăрта экономикăри лару-тăрăва тĕрĕс хаклани лайăх кăтартусем патне илсе пырать. Çавăн пекех Михаил Васильевич регионти çынсемпе пĕр чĕлхе тупни, ĕçе тĕрĕс йĕркелени, лару-тăрăва ăнлантарса пама пĕлни унăн рейтингне ÿстерет те. Эпĕ Общество палати енчен Чăваш Республикинче тĕрлĕ наци, тĕнсем хушшинчи çыхăнусем тивĕçлĕ шайра пулнине çирĕплететĕп.

Андрей ДАНИЛЕНКО, Раççейри сĕт туса илекенсен Наци пĕрлешĕвĕн правленийĕн ертÿçи:

- Раççейри предпринимательсен пĕрлĕхĕшĕн Чăваш Ен укçа-тенкĕ хывмалли илĕртÿллĕ регион пулса тăнă. Кунта Михаил Игнатьевăн тÿпи чăннипех пысăк - вăл республикăри лару-тăрăва тĕплĕн пĕлет.

Вячеслав ИЛЬИН, вице-адмирал, Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăх ертÿçи:

- Çын чăннипех халăхшăн ĕçлет, çитĕнекен ăрăва, çамрăксене тимлĕх уйăрать. Уйрăмах çамрăксене патриотла воспитани парассипе тăрăшать. Ахальтен мар виçĕмçул республика мобилизаци хатĕрленĕвĕн ыйтăвĕсемпе Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çакăн пек тивĕçлĕ ĕçсемшĕн вăл рейтинг картлашкисем тăрăх çÿлелле хăпарса пырать.



08 сентября 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter