Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Улатăр районĕнче пулнă

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Улатăр районĕнче пулнă. Унпа пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев ытти официаллă çынсем çӳренĕ. «НДН-Агро» ТМЯП филиалĕнче кĕрхи культурăна акса хăваракан уйра пулнă. Хуçалăх 2015 çулта 12,5 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче тыр-пула акса тирпейленĕ. «НДН-Агро» ТМЯП Улатăрти филиалĕн директорĕ Геннадий Костин хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун хуçалăх уйĕсенче сакăр комбайн ĕçленине палăртнă. Михаил Игнатьев районта ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемпе тĕл пулнă, çĕр ĕçченĕсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнă, кирлĕ пек хуравсем панă. Регион ертӳçи паянхи кун ытларах нумай çул хушши усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ.  Хыççăн Михаил Игнатьев «Чуварлейский Бор» туберкулезпа кĕрешекен санатори ĕçĕпе кăсăкланнă. Кунта 400 ача патнелле çулсерен хăйсен сывлăхне çирĕплетет. Комплекслă медицина пулăшăвне пама учрежденире пур услови те çителĕклĕ. Çынсене апатлантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă, кунне ултă хуччен вĕсем апат çиеççĕ, Чуварлей салинче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта санаторире 3-9 уйăх  хушши сипленекенсем вăхăтрах пĕлӳ те илеççĕ. Михаил Игнатьев учрежденире пӳлĕмсене пăхса çаврăннă. Ачасем хăйсене лайăх пăхни пирки ертӳçĕсене пĕлтернĕ. Игорь Жерносеков санаторин тĕп врачĕ çынсене комплекслă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Регион ертӳçи кунта тăрăшакансемпе тĕл пулнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Патшалăх ытларах ачасемпе вĕсен амăшĕсем çине тимлĕх уйăрать. Çулсерен 450 путевка ачасене сипленме уйăрать, палăртнă кăтартăва малашне те упраса хăварасси пирки каланă вăл. Çак кун районти право сыхлавĕн органĕсен, тыл тата вăрçă ветеранĕсен обществăлла организацийĕн конференци ĕçне хутшăннă. Палăртнă мероприяти Чуварлейри Культура çуртĕнче пулнă.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра ветерансен пурнăç условийĕн шайне ырă енне улăштарассипе сахал мар ĕçленине палăртнă. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре витĕм кӳнĕшĕн ветерансене ырласа хăварнă. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме стажа пĕчĕклетессине ветерансем ыйтнипе пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал çак асăннă пулăшăва 10,5 пин ватă илет. Хамăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса туллин пурнăçланă. Республикăра пур социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене те кирлĕ пек тирпейленĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев. Улатăр районĕнче пурăнакансене наградăсене тивĕçнисене  удостоверенисем парса чысланă. Алтышево тĕслĕх вулавăшĕн библиотекарĕ Надежда Автаева тата Улатăр районĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Анатолий Борисов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне илнĕ. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ Клавдия Белоусовăна, Александра Борисовăна, Анна Третьяковăна удостоверени парса чысланă. Тĕплĕнрех

 



08 сентября 2015
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter