Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Финансист кунĕ ячӗпе саламлани

Чӑваш Ен финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Професси уявӗ ячӗпе ӑшшӑн тата чунтан саламланине йы­шӑн­самӑр!

Тӗплӗн шутласа тӗрӗс йышӑнусем туни, вичкӗнлӗхпе ҫаврӑнӑҫулӑх та­та ан­лӑн шухӑшлама пӗлни пирӗн республикӑри фи­нансистсене хальхи вӑхӑтри условисенче укҫа-тенкӗн пысӑк калӑпӑшӗпе пӗлсе усӑ курма, рынокӑн тӑтӑшах ул­шӑн­са тӑракан лару-тӑрӑвне вӑхӑтра шута илсе тӑма май параҫҫӗ.

Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗ социаллӑ тӗллевлӗ. Усӑ кур­мал­ли укҫа-тенкӗн 99,9 процентне республикӑн ҫирӗплетнӗ патшалӑх программи­сем­пе ки­лӗ­шӳллӗн пайласа параҫҫӗ. Чӑваш Республики ку чухнехи информаци тех­но­ло­ги­йӗсемпе усӑ курни обществӑлла укҫа-тенке тухӑҫлӑн тытса пыма пулӑ­шать. Пирӗн «Электронлӑ бюджет» инновациллӗ проектпа Раҫҫей Федера­цийӗн регионӗсем те анлӑн усӑ кураҫҫӗ.

Федераци центрӗпе йӗркеленнӗ лайӑх ҫыхӑну, обществӑлла укҫа-тенкӗпе ту­­­­хӑҫлӑн тата уҫӑмлӑн усӑ курни миллиардшар тенкӗлӗх бюджет кредичӗ­сене ҫулталӑкне 0,1 процент ставкӑпа явӑҫтарма май парать, ҫавна пула патшалӑх па­рӑмне тивӗҫтерме каякан республика бюджечӗн тӑкакӗсем палӑрмаллах чакрӗҫ.

 «ЭкспертРа» паллӑ рейтинг агентстви 2014 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пи­рӗн региона «Кредит тавӑрма пултараслӑхӑн питех те ҫӳллӗ шайӗ» А+ инвестици рей­тингӗпе палӑртнӑ. Ҫак кӑтартусене бюджет политикине шайлашуллӑн тата тӗп­лӗн шухӑшласа тытса пынине пула тума май килчӗ.

Пирӗн республикӑри финансистсем Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассишӗн малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа тата лайӑх ӗҫлессе шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                          М.Игнатьев



08 сентября 2015
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter