Михаил Игнатьев усал çил-тăвăл сиенне пĕтерме йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн канашлăвне ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев усал çил-тăвăла пула инкеке сирсе ярассипе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн канашлăвне ирттернĕ. Актуаллă ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хутшăннă. Аса илтеретпĕр: авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăла пула Патăрьел, Елчĕк тата Шăмăршă районĕнчи ял поселенийĕсем инкек тӳснĕ. Час-часах çак районсенче вăйлă çил-тăвăл алхасать. Объектсенчи строительство ĕçĕсен нормине çĕнетсе улăштарасси пирки канашланă. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ тытăмри учрежденисене комиссипе пĕрле пăхса тухмалла, харпăр хăй хуçалăхĕсенче инкек тӳснисен тăкакне саплаштарма страховани компанисене те ĕçе явăçтармалла. Енчен те çуртсене страхламан пулсан, вĕсене çĕнĕрен хута яма Чăваш Республикин Резерв фондĕнчен укçа-тенкĕне уйăрмалла. Çынсене инкекре пĕччен пăрахса хăвармалла мар!», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче, регион ертӳçин хушăвĕпе килĕшӳллĕн ятарлă комисси вырăна çитсе килнине пĕлтернĕ. Шăмăршă районĕнче пăрлă çумăра пула, электричество проводисем татăлса пĕтнĕ, тăватă ял çутăсăр юлнă.  Елчĕк районĕнче çуртсен çивĕттисене иле-иле пăрахнă, 120 хуçалăх çутăсăр тăрса юлнă. Çак кун специалистсем вăхăтрах инкеке сирсе яма тăрăшнă, 20 сехет тĕлне электроэнерги проводисене пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ. Аслă Таяпа салинче асар-писер çил-тăвăл Культура çурчĕпе пĕр хуçалăхри пӳртĕн çивĕттине илсе пăрахнă. Паян вырăна специалистсем тухса тĕрĕсленĕ, малашнехи ĕç планне палăртнă. Çут çанталăк инкекне ытларах Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт ялĕ тӳснĕ. Ялти шкулăн тăррине, райпо лавкин çивĕттине тата çынсем пурăнакан 18 çуртăн тăррине аркатнă. Ялта çийĕнчех инкек пулнă хыççăн, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов ертсе пынипе Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.  Тутар Сăкăт шкулĕнче юсав ĕçне «Булат»  организаци пуçланă, вĕсем икĕ эрне хушшинче строительство ĕçне вĕçлеме тĕллев лартнă.    Халăх хăйсен пурлăхне страхлани питĕ вырăнлă, халĕ вĕсене инкек тӳснĕшĕн «Согласие» тата «Росгосстрах»  тăкаксене саплаштарать. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов асăннă шкулта 167 ача пĕлӳ пухнине палăртнă, халĕ вăхăтлăха вĕсем Алманчă шкулне çӳресси пирки пĕлтернĕ е тата вĕсен çывăхра вырнаçнă шкулсене те çӳреме ирĕк пуррине палăртнă. Шкул çулне çитмен ачасен вара вăхăтсăр кану пулĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе кашнинпех калаçу ирттерме тĕллев лартнă. Шкул ертӳлĕхĕ инкекре ачасене вăхăтра пулăшу кӳнĕ. Шкулти пурлăха упраса хăварассишĕн, асăрхануллă пулмалли пирки ял халăхĕпе те калаçнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ, вăлах Правительство комиссийĕн председателĕ çил-тăвăла мĕншĕн объект чăтайманнине специалистсем тĕпченине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче шкула икĕ çул каялла тин хута янине аса илнĕ, специалистсене икĕ кун хушшинче тĕпчесе палăртма, сăлтавне тупма хушнă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин Резерв фондĕнче пур те 28,8 млн. тенкĕ пулнине асăннă. Шкулăн çивĕттине юсама вара 2,5 млн. тенкĕ кирлине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев специалистсене тĕплĕн тишкерме, инкек тӳснисен тăкакĕсене çирĕп палăртма хушнă. Тĕплĕнрех



08 сентября 2015
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter