Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн МЧС Пуçлăхĕ Владимир Пучков Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă

 


Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн МЧС Пуçлăхĕ Владимир Пучков Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Сумлă ĕçтеше Шупашкарти аэропортра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Атăлçи федераци округĕнчи МЧСăн Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Игорь Паньшин, Раççей МЧСăн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов   кĕтсе илнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçсен министрне  регионта палăртнă ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытса пынине пĕлтернĕ. Пур тытăмри службăсем те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленине кура, Чăваш Енре лару-тăру йĕркеллĕ пулнине асăннă, кăлтăксене те вăхăтра пĕтерсе пынине пĕлтернĕ. Чăваш Енри Тĕп управленийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май, Раççей МЧС Пуçлăхĕ Владимир Пучков çĕршывра çĕнĕ çул уявĕсемпе çыхăннă мероприятисем кăлтăксемсĕрех йĕркеллĕ çӳллĕ шайра иртнине каланă, лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине асăннă. Чăваш Енри оперативлă дежурнăйĕн докладне итленĕ. «Тавах сире, ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелесе тытса пынăшăн. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшăр. Çул-йĕрсем çинчи лару-тăрăва та çирĕп асăрхаса тăрăр», - тенĕ вăл. Хыççăн хăнасем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкарти 6№-лĕ пушар частне çитсе килнĕ, хальхи пурнăçпа тӳр килекен техникăсене пăхса çаврăннă. Кунта та сумлă хăна ĕçлекенсене пысăка хакланă. Журналистсемпе тĕл пулнă вăхăтра Раççей Федераци çăлавçисем тĕнчери чи ăста специалистсем пулнине каланă. Тĕрлĕ вăхăтра яланах пушар хуралĕн ĕçченĕсем хатĕр пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Сăмаха май, Раççей МЧС 2030-мĕш çулчченхи  Стратегийĕ пирки чарăнса тăнă. Муниципалитетсенчи пушар хуралĕн пайĕсене тимлĕх уйăрассине,  пушартан сыхланмалли хатĕрсене çителĕклĕ тивĕçтерессине уйрăмах палăртнă.   Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă чухне регионта Çĕнĕ çул уявĕсенче йĕркесĕрлĕх пулманнине, нимĕнле кăлтăксемсĕрех ирттерсе янине пĕлтернĕ. Мускавран килнĕ сумлă ĕçтеш ветерансемпе тĕл пулнă, вĕсене уявсемпе саламланă. «Чӑваш Республикин хӑрушсӑрлӑх органӗсен ветеранӗсене ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫри хастарлӑхшӑн, хӑйсен хаклӑ опыт­не  паянхи ӗҫченсене панӑшӑн тав тӑ­ватӑп. Ҫамрӑк сотрудниксен хальхи ӑрӑвӗ хӑйсен аслӑ юлташӗсен чи ырӑ йӑлисене малалла тивӗҫлӗн аталантарса пырасса шанса тӑратӑп, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн пурнӑҫлакан служба ӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп», - тенĕ, ветерансене наградăсемпе чысланă. Михаил Игнатьева регионта ĕçе çирĕп тĕрĕслесе тăнăшăн, пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырласа тав тунă. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, Чăваш Республики ĕç кăтартăвĕпе тĕслĕх вырăнĕнче тăрать, лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ,  пĕтĕмлетӳ тăрăх та иккĕмĕш вырăнта. Тĕплĕнрех



11 января 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter