Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Страховая группа «УралСиб» Правленийĕн председателĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Страховая группа «УралСиб» пĕрлешӳ хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата  «Страховая группа «УралСиб»  Правленийĕн председателĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Страховая группа «УралСиб» пĕрлешӳ хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, унăн çумĕ Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта страховани рынокĕнче лару-тăру аван пулнине каланă. Палăртнă бизнес тытăмне çĕнĕрен те çĕнĕ предпринимательсем килнине каланă. Халăх харпăр хăй пурлăхне страхласси пирки тарăн шухăшланине, вăхăтра ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе пынине асăннă.  «Республикăра бизнеса аталанса пыма пурин валли  те кирлĕ пек пур условисене те пĕр тан йĕркелесе паратпăр. «УралСиб» компани республикăра аван ĕçлет. Халăх сире шанать», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. «Страховая группа «УралСиб» Правленийĕн председателĕ Александр Усов 2015-мĕш çулта организацире çĕнĕлĕх пулса иртнине асăннă, обществăн тĕрĕслев пакет акцине Владимир Коган туяннине пĕлтернĕ. «Пирĕн пĕр тĕллев – хăш регионта пуласлăх пысăк, ытларах çав субъектсенче аталанса пыма тĕллев лартатпăр», - тенĕ Александр Усов. Вĕсен компанийĕн эксперчĕсем, аналитикĕсем регионсенчи инвестици илĕртӳлĕхне, регионсен ертӳçисен витĕмлĕхне тĕпчесе пынине асăннă ертӳçĕ. Вăл каланă тăрăх, Чăваш Ен активлă аталаннине, пуласлăх та пысăк пулнине, региона бизнес валли пур услови те çителĕклĕ пулнине каланă. Тĕплĕ калаçу самантĕнче туризмпа, спортпа, медицина пайĕсемпе те тачă çыхăну тытса ĕçлесси пирки сăмах пуçарнă. Килĕшӳ ĕç хутне алă пусса çирĕплетни – малашлăхра тата та ытларах çыхăнусене анлăлатма, страховани бизнесне вăйлатса пыма ирĕк панине каланă калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев.

Тĕплĕнрех



11 января 2016
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter