Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Пухăннисемпе пĕрле Çĕнĕ çул уявĕсене халалласа ирттернĕ спортпа культура мероприятийĕсене сӳтсе явнă, коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тарифсем пирки тата ытти хăш-пĕр ыйтусем тавра тĕплĕн канашланă. Регион Ертӳçи пурне çĕнĕ 2016-мĕш çул пуçланнă ятпа саламланă, çĕнĕ çул канăвĕсенче Чăваш Ен историйĕшĕн асра юлмалли сахал мар мероприятисем пулни пирки каласа хăварнă. «Кану кунĕсем уйрăм çынсемшĕн ĕç кунĕсем пулчĕç. Право хуралĕнче тăрăшакансем обществăра йĕрке пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Шанатăп, 2016-мĕш çул 2015-мĕшпе танлаштарсан пирĕншĕн ырă пулассине,  çулталăкăн пĕрремĕш ĕç кунĕнченех  хамăр çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçласса. Тăлăх ачасене, ветерансене, нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕсемпе вăхăтра туллин тивĕçтермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пурне те уявсене ирттерме витĕм кӳнĕшĕн, мероприятисене çӳллĕ шайра йĕркеленĕшĕн тав тунă. Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче республикăра пĕтĕмпе уяв вăхăчĕсенче 1700 мероприяти йĕркеленине, вĕсенче 500 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине каланă. Чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисем вара республикăри  пысăк хуласемпе район центрĕсенче иртнине асăннă. «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче «Твизл шоу» Екатеринбург коллективĕ «Щелкунчик на льду» (Пăр çинчи Щелкунчик) ятлă мероприяти кăтартса панине пĕлтернĕ. Хаваслă мероприятине 8,5 пин ача хутшăннине каланă. Кăрлач уйăхĕн 3-7-мĕш кунĕсенче «Пĕр районăн юмахĕ» çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртнине палăртнă. Пĕтĕмлетӳ тунă хыççăн çĕнтерӳçĕсене парнесемпе хавхалантарнă. Республикăри мĕнпур культура учрежденийĕсем йĕркеллĕ ĕçленине кура, Çĕнĕ çул канăвĕсем çав тери кăсăклă иртнине палăртнă, пĕтĕмпе вĕсем 9 млн. тенкĕлĕх тупăш кӳнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче 198 пин шкул ачи мероприятисенче хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине каланă, Чăваш Енри 4 пин ача Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене илме тивĕçлĕ пулнине асăннă. Палăртма кăмăллă, ачасем спорта та кулленех çӳренĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан  çĕнĕ çул уявĕсенче сывлăх сыхлавĕн учрежденине сипленме килнисен шучĕ куçкĕретех чакнине палăртнă. 2015 çулта пиротехникăна пула 21 çын айăпланнă пулсан, кăçал  9 çын сусăрланнă. Пур мероприятисенче те халăх асăрхануллă пулнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков кăçал вунă кун хушшинче пĕтĕмпе 584 спорт мероприятийĕсене ирттернине каланă, вĕсенче 350 пин çын хутшăннине палăртнă. Чăваш Енр ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров 17 кун хушшинче 50 пушар пулнине, 4 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни çын хăйĕн пурнăçĕшĕн яваплă пулнине, пурне те асăрхануллă пулма чĕнсе каланă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хулара пур тытăм та йĕркеллĕ ĕçленине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çуртсем таврашĕнчи çулсене юртан вăхăтра тирпейлесе тăма хушнă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Влаç органĕсем федераци енчен куçакан пулăшусемпе кирлĕ пек туллин пурте усă курманнине асăннă. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче кăçал пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсем улшăнманнине каланă. Çĕнĕлĕхсем 2016-мĕш çулта çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пулассине пĕлтернĕ.  Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсемпе танлаштарсан, пур-пĕрех хаксем пысăк пулманни курăнать - ку вара чи пахи. Сахал тупăшлă çемьесен пурин те патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма тивĕç пулнине каланă Михаил Игнатьев. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр 19066 çемье патшалăх пулăшăвне субсиди илнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлеме льготăсене пĕлтĕр 9 уйăх хушшинче социаллă пулăшу евĕр патшалăх енчен пулăшăва 326801 çын усă курнă.



11 января 2016
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter