Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн çемьесем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче хĕллехи спорт тĕсĕсен республикăри центрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн çемьесем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ. Пĕтĕмпе спорта 63 çемье, хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене юратакансем, ветерансем килсе çитнĕ. Савăнăçлă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ, хулари депутатсен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хутшăннă. Спорта кăмăл тăвакансене регион Ертӳçи ăшшăн саламланă: «Паянхи кун спорта тухнă, йĕлтĕр çине тăнă кашни çын çĕнтерӳçĕ. Çакăн пек савăк кăмăла эсир çулталăк тăршшĕпех упраса пурăнăр. Çитес çулсенче те çакăн пек хастар пулма тăрăшăр», - тенĕ пухăннисене саламланă май.   «Çак йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсем хăйне евĕр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн тĕслĕхĕпе ыттисене спорта хисеплеме, юратма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентет. Çак ырă йăласене малашне те тытса пырăпăр, çемьесене спорта явăçтарма тăрăшăпăр. Пĕтĕмпех ырă ĕçсене регион Ертӳçи, республика Правительстви пуçарăвĕсемпе пурнăçланă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» те социаллă проектсене пурнăçа кĕртессипе сахал мар ĕçлет, спорта аталантарасси, çĕршыв пĕрлĕхне упраса хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăрать», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн «Çирĕп çемье»  проекта йĕркелесе пыраканĕ Валерий Филимонов. Спорта килнĕ çемьесен ячĕпе Васильевсем тухса калаçнă. Çемье пуçлăхĕ Алексей Васильев пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чун-чĕререн саламланă, çак кун пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулса тăнине палăртнă. Аса илтеретпĕр: спорт уявне Спортпа сывлăх кунне халалланă. Ăмăртусенче мала тухнă Димăпа Светлана Ишуткинсем хăйсен хĕрĕ Ксюша икĕ çула çитсенех йĕлтĕр çине тăнине пĕлтернĕ. Вĕсен асламăшĕ - Наталья Кузьмина пĕчĕк мăнукĕ спортпа туслă пултăр тесе сахал мар тăрăшнине каланă. «Паянхи пурнăç таппинче ачасем ытларах компьютер çине тимлĕх уйăраççĕ, çавăнпа та вĕсене ытларах спорта явăçтарни питĕ усăллă», - тенĕ Наталья Кузьмина хăйĕн сăмахĕнче. Спортра мала тухнисене пурне те дипломсем тата парнесем парса хавхалантарнă. Кашни çулах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕ мала тухнисене парнесем парса чыслать. Тĕплĕнрех



11 января 2016
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter