Республикăри район тата хула администрацийĕсен, ял поселенийĕсен ертӳçисемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен, ял поселенийĕсен ертӳçисемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен  ертӳçисем хутшăннă. Михаил Игнатьев пухăннисене пурне те 2016-мĕш çул çитнĕ ятпа саламланă, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн пĕлтĕрхинчен тата та тухăçлăрах тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каланă. «2014-мĕш çулта чӳк уйăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн шайĕнче регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн виçĕ тĕп çул-йĕрне палăртса хăварнă. Палăртма кăмăллă пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, регион  ăнăçлă планпа ĕçлени куçкĕретех. Ку пĕтĕмпех - пурсăмăрта пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленин кăтартăвĕ. Малашне те йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассипе тимлĕ пулмалла, кăлтăксенчен пăрăнма юрамасть, халăх шанăçне тӳрре кăлармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пĕлтĕр авăн уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕ таранчченех 21 муниципалитетсен ертӳçисене конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх суйласа лартнă. Пиллĕк муниципалитетра тата пĕр хула округĕнче: Патăрьелĕнче, Йĕпреçре, Канаш хулипе районĕнче, Красноармейски тата Шăмăршă район администрацийĕсенче çĕнĕ пуçлăхсем контракт мелĕпе ĕçлеме пуçланă. Ял поселенийĕсен ертӳçисене те конкурссемпе çĕнĕрен суйласа лартнă. 2016-2019-мĕш çулсенче тата та 62 ял поселени ертӳçисен ĕçлемелли вăхăчĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Вĕсенче те малашне саккунпа килĕшӳллĕн конкурс иртĕ. «Кам та кам хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ, яваплăха туйса пурнăçласа пырать, вĕсемпе паллах, ĕçлеме кăмăллă. Палăртмалла, конкурссем питĕ уçăмлăн иртнĕ. Влаç органĕсенче ĕçлекенсем, обществăлла организацисен членĕсем хастар хутшăннă. Çăхавсем пулманни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, апла пулсан - влаçа халăх шанать. Малашне те çакăн пек лайăх ĕçлеме сĕнетĕп», - тесе каланă Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çулсерен тухнă Çыру пирки сăмах пуçарнă. «Промышленноç аталанăвĕн фончĕпе пĕр-принпе килĕшсе ĕçлессине çирĕплетрĕмĕр. Пирĕн 27 промышленноç предприятийĕ хăйсен сĕнĕвĕсене тăратрĕç. «Химпром» пĕрремĕш çĕнĕ кредит линине уçрĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. «Правительствăн приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри - ял хуçалăхне аталантарасси. Эпир яланах агропромышленноç тытăмне аталанса пыма укçа-тенкĕ уйăрнă. Хамăр çĕршыври ял хуçалăх таварĕсем вăй илсе пыни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. 2015-мĕш çулта республика бюджечĕн харпăрхăй тупăш пайĕ 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан чылай ӳсни савăнтарать. Калăпăр уйрăм муниципалитетсенче вырăнти бюджета 100 процентран та ытларах тултарнă. Вĕсем: Каçал ен районĕ (103,2%), Пăрачкав районĕ (103,1%), Елчĕк районĕ (100,8%), Çĕнĕ Шупашкар (118%), Канаш хули (103,9%), Çĕмĕрле хули (101,7%). Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳçисен ытларах халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстересси çине тимлĕх уйăрмалла тенĕ. «Çĕр – тĕп пуянлăх, яллă районсенче тĕп тупăш çăлкуçĕ шутланать. Лаптăксене нумай çул пушă вырттаракан хуçасенчен туртса илме хатĕр тăричченех çирĕп ыйтмалла. Хула-ял тăрăхĕсен харпăрлăхне кĕрекен пĕтĕм пурлăх тупăш кӳмелле», - тенĕ регион Ертӳçи, бюджетăн тупăш пайне пуянлатас тĕллевпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсем мĕнле пурлăхпа тата епле усă курни пирки ытларах чарăнса тăнă, тĕслĕх вырăнĕнче Муркаш районĕ пулнине каланă. 2016-мĕш çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртесси пирки асăннă. Ял хуçалăх валли уйăрнă усă курăнман çĕр лаптăкĕсене те çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Çĕрсене ытларах пусă çаврăнăшне кĕртме, район тата хула центрĕсенче тĕрлĕ сервиссем уçма, парикмахерскийсем хута ярассипе ĕçлеме сĕннĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те çивĕч пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех 

 



12 января 2016
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter