Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе оперативлă канашлу ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе оперативлă канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту – çут çанталăк асар-писер тăнине кура, пур тытăмри ертӳçĕсен те инкек тухассинчен сыхă тăрасси. Республика территорийĕнче урамра çил-тăвăл шăхăрать, юр хӳсе лартнă, çулсем пăрлакланнă, таврана тĕтре карса илнĕ. «Çанталăк пире лăпланса ларма ирĕк памасть. Йывăрлăх кăларса тăратакан асар-писер çил-тăвăлтан пурин те асăрхануллă пулмалла, вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнмалла, ĕçе вăраха тăсма юрамасть», - тесе çирĕп каланă Михаил Игнатьев. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ чрезвычайлă лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенĕсенчен сыхă пулма мерăсем йышăнмалли йĕрке пирки хушăва алă пуснă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсене муниципалитетсен ертӳçисемпе пĕрле чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе сыхă тăмалли ĕçе йĕркелеме каланă, ку тапхăрта уйрăмах тухăçлă ĕçлеме пĕлнинчен ĕç-пуç мĕнле пулса иртесси пĕтĕмпех килнине палăртнă. Кунне-çĕрне пăхмасăрах республикăри пур районсемпе хуласенче те сыхă тăмалла, инкек сиксе тухас пулсан, вăхăтра пулăшу пама пĕлмелле.   Лару-тăрăва çивĕч тĕрĕслесе тăма каланă Михаил Игнатьев.  Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче пулас çил-тăвăл пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем вăхăтра хыпара халăх патне илсе çитернине пĕлтернĕ, пур служба та хатĕр пулнине асăннă. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов çул-йĕр служби пур ĕçе те кирлĕ пек йĕркеленине, нимĕнле чăрмавсăрах автомашина çулĕсене юртан тасатса тăнине, служба кунне-çĕрне пăхмасăрах ĕçленине палăртнă. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин территорийĕнче кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăл, юр çунине, çулсем çинче пăрлак. Электропередача линийĕсем вăйлă çил-тăвăла пула, татăлас хăрушлăх та пулма пултарĕ, пурин те асăрхануллă пулмалла.   



13 января 2016
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter